АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем валли - çĕнĕ кафетери

02 июля 2014 г.

Ачасем валли - çĕнĕ кафетери

Ачасем - пурнăç чечекĕсем, вĕсем - пирĕн пуласлăх. Вĕсене вĕренме кăна мар, канма та хăтлă пултăр тесе районти потребительсен обществи çĕнĕ кафетери хута ячĕ. Июнĕн 30-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай салинчи "Непоседы" кафетерие савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре районта пурăнакансем - ачасемпе аслисем - йышлă пухăнчĕç. Вĕсене Чăвашпотребсоюз председателĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, район пуçлăхĕ, райпо Канашĕн председателĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров район центрĕнче çĕнĕ объект хута кайнă ятпа саламларĕç. "Хĕвел" ача садне çỹрекен шăпăрлансем пухăннисене хăйсен ташши-юррипе савăнтарчĕç. Пысăках мар, анчах илемлĕ те хăтлă кафетерире ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ пушă вăхăтра канма, тĕрлĕ салатсемпе, пылак çимĕçпе, улма-çырла сĕткенĕпе сăйланма пултараççĕ. Кафетери ирхи тăхăр сехетрен пуçласа каçхи сакăр сехетчен ĕçлет. Кунта пĕчĕккисен пĕрле пухăнса Çуралнă кунсемпе тĕрлĕ уявсене паллă тума та пулать. Çĕнĕ кафетерире ĕçлекен Наталья Белова буфетчицăпа Светлана Козлова тирпейлỹçĕ кунта ачасен хаваслă сасси ан татăлтăр тесе тăрăшса ĕçлеме шантараççĕ.

А.КАРПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика