02 июля 2014 г.
Икĕ куна пынă Пуçлăх кунне ырă та хаваслă лару-тăрура ирттерме çумăр та чараймарĕ Илемлĕ те уçă сывлăшлă, хĕп-хĕрлĕ çырлаллă тата тулма пуçланă мăйăрлă уçланкă, хырсем ункăна илнĕ кỹлĕ - çакăн пек вырăна пухăнчĕç çуллахи хĕвеллĕ кун, июнĕн 27-мĕшĕнче, республикăри муниципаллă пĕрлешỹсен пуçлăхĕсемпе служащийĕсем. Республикăра çиччĕмĕш, Хĕрлĕ Чутай çĕрĕ çинче пĕрремĕш хут иртекен Пуçлăх кунне Чăваш Енри районсенчен килсе çитнĕ йышлă хăнасене ЧР муниципаллă пĕрлешĕвĕсен Канашĕн пурнăçлакан директорĕ Станислав Николаев, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров кĕтсе илчĕç. "Чавал" уçланкăна çитсе вырнаçсассăнах хăнасем хăйсене уйăрса панă лаптăксене илемлетме, палаткăсем лартма пуçларĕç, кăвайт чĕртрĕç, апат хатĕрлерĕç... Пĕрремĕш кунхине командăсем вăрман уçланкинче волейболла вылярĕç, "Сăр вăййисем" хутăш эстафетăра тупăшрĕç, ГТО нормисене пурнăçларĕç. Çав хушăрах "Хастар" ФСК стадионĕнче пуçлăхсем мини-футболла вылярĕç. Хăш пуçлăхĕ ыттисенчен вăйĕпе уйрăлса тăнине "Пăхаттир пуçлăх" конкурс палăртрĕ. Хăйсен кулленхи тивĕçĕсене пурнăçланипе пĕрлех район ертỹçисен утă çулма та пĕлмелле иккен! "Çул, çава, çул сывлăмла" конкурс шăпах çакна кăтартса пачĕ. "Коминтерн" ЯХПК-н козлятник ỹсекен уйĕнче конкурса хутшăнакансене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Культурăпа кану центрĕн пултарулăх ушкăнĕ хĕрлĕчутайсен утă çи вăхăтĕнчи ĕлĕкхи йăли-йĕркине - илемлĕ çи-пуç тăхăннă, кĕрепле-çаваллă хĕрсемпе качăсем çаран çинче карталанса ĕçленине, ỹпле çумĕнчи кăвайт çине çакнă хуранра курăк чейĕ вĕренине, çава çапнине кăтартса пани пурин кăмăлне те кайрĕ. Ара, чăваш халăхĕшĕн утă çи яланах уяв пекех пулнă-çке. Самаях вăй хума тиврĕ пуçлăхсен хăйсене уйăрса панă лаптăка пуринчен те хăвăртрах, тасарах çулса тухма. Çавасем вăшт! та вăшт! турĕç кăна, паккус хыççăн паккус выртса юлчĕ... Уйран утă çулса таврăнсан "Чавал" уçланкăра уява савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Шăпах çак вăхăталла çумăр çума тытăнчĕ. "Ĕçлерĕр, канма та вăхăт", - терĕ-ши çут çанталăк? Анчах та çанталăк кутăнлăхĕ те пухăннисен кăмăлне пăсаймарĕ. Районти пултарулăх ушкăнĕсем, Ачасен искусство шкулне тата спорт аэробикин уйрăмне çỹрекенсем, райадминистрацин культурăпа спорт пайĕ тăрăшнипе уява уçнă самант асра юлмалла иртрĕ. Пуçлăх кунне пухăннисене сцена çинчен ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçи Александр Иванов, ЧР Муниципаллă пĕрлешĕвĕсен Канашĕн правлени председателĕ, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ЧР Муниципаллă пĕрлешĕвĕсен Канашĕн пурнăçлакан директорĕ Станислав Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов, район ертỹçисем саламларĕç, пурне те савăк кăмăл тата лайăх кану сунчĕç. Сумлă хăнасем конкурссенче çĕнтернисене парнесемпе Хисеп грамотисем парса чысларĕç. Обществăпа политика пурнăçне активлă хутшăннăшăн тата вырăнти хăй тытăмлăха пысăк тỹпе хывнăшăн "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн Тав çырăвĕсене Елчĕк районĕнчи Лаш-Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Светлана Ермакова, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов, Комсомольски районĕнчи Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Лукиянов тивĕçрĕç. Уявăн савăнăçлă пайĕ хыççăн поварсен, пултарулăх ушкăнĕсен конкурсĕсем пулчĕç. Пуçлăх кунĕ июнĕн 28-мĕшĕнче вĕçленчĕ. Çумăрлă çанталăк хăйне евĕрлĕ чăрмавсем кỹчĕ пулин те кăçалхипе çиччĕмĕш хут пулнă мероприяти асра юлмалла, ырă та хаваслă лару-тăрура иртрĕ. Муниципаллă пĕрлешỹ пуçлăхĕн тата служащисен кунĕнче иртнĕ конкурссемпе спорт ăмăртăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем: Мини-футбол: пĕрремĕш вырăн - Вăрмар районĕ, иккĕмĕш - Шупашкар районĕ, виççĕмĕш - Шупашкар хули. Волейбол (хĕрарăмсем): пĕрремĕш вырăн - Етĕрне районĕ, иккĕмĕш - Шупашкар хули, виççĕмĕш - Çĕнĕ Шупашкар. Хутăш эстафета: пĕрремĕш вырăн - Вăрнар районĕ, иккĕмĕш - Комсомольски районĕ, виççĕмĕш - Улатăр районĕ. ГТО нормисене пурнăçласси: пĕрремĕш вырăн - Хĕрлĕ Чутай районĕ, иккĕмĕш - Элĕк районĕ, виççĕмĕш - Етĕрне районĕ. "Пăхаттир пуçлăх": пĕрремĕш вырăн - Шупашкар районĕнчи Сергей Мульдияров, иккĕмĕш - Патăрьел районĕнчи Юрий Самарин, виççĕмĕш - Етĕрне районĕнчи Иван Лапташкин. "Çул, çава, çул сывлăмла": пĕрремĕш вырăн - Çĕрпỹ районĕн пуçлăхĕ Сергей Артамонов, иккĕмĕш - Шупашкар районĕн пуçлăхĕ Георгий Егоров, виççĕмĕш - Патăрьел районĕн пуçлăхĕ Николай Глухов. Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин конкурса хăйне евĕрлĕ тумпа тухнăшăн парнене тивĕçрĕ. Поварсен конкурсĕ: пĕрремĕш вырăн - Шупашкар хули, иккĕмĕш - Çĕнĕ Шупашкар, виççĕмĕш - Çĕрпỹ районĕ. Пултарулăх ушкăнĕсен конкурсĕ: пĕрремĕш вырăн - Шупашкар районĕ, иккĕмĕш - Куславкка районĕ, виççĕмĕш - Хĕрлĕ Чутай районĕ.
А.КАРПОВА.