05 июля 2014 г.
Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин информаци центрĕ тăватă тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтерет. Вĕсенчен чи анлă сарăлни суд айăплавĕ пуррине е çуккине пĕлтерекен справка парасси шутланать. Унтан - архив справкисем, политика репрессийĕсене пула шар курнисене пулăшу парасси, апостиль (официаллă документсем çинче лартмалли ятарлă штамп) лартасси. Раççей гражданĕсем, ют çĕр-шыв çыннисем тата гражданлăхсăррисем е вĕсен РФ тулашĕнчи представителĕсем суд айăплавĕ тата уголовлă хĕсĕрлев факчĕ пурри (çукки) пирки сведенисем РФ консул учрежденийĕсем е РФ дипломати представительствисен консул пайĕсем урлă илеççĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтермелли вăхăт Чăваш Енри ШĔМ-ĕн информаци центрне ыйтса çырнă кунран пуçласа 30 кунран иртмелле мар. Ытти органсенче, организацисемпе учрежденисенче хушма информаци ыйтмаллах-тăк информаци центрĕн начальникĕ е ăна ылмаштаракан çын заявление пăхса тухмалли вăхăта тăсма пултарать, анчах та 30 кунран ытла мар. Кун пирки ыйтса çыракана пĕлтереççĕ. Патшалăх пулăшăвне илес тесен çак документсене тăратмалла: справка пама ыйтса çырни; çын кам пулнине пĕлтерекен документри çырнă кашни страницăн копийĕ: РФ гражданĕсен паспорчĕн (РФ гражданĕсен), ют çĕр-шыв çыннин паспорчĕн е федераллă саккунпа çирĕплетнĕ урăх документăн (ют çĕр-шыв гражданĕсен); заявление шаннă çын çырать-тăк - справка илме панă шанăç хучĕн копийĕ; саккунлă представитель уголовлă яваплăх тытмалли вăхăт çитнĕ çул çитмен çамрăкăн суд айăплавĕ пурри (çукки) çинчен справка илесшĕн пулсан - тăванлăха е усрава илнĕ факта çирĕплетекен документ копийĕ; опекăри (попечительствăри) гражданин тĕлĕшпе суд айăплавĕ пурри (çукки) пирки справка илес тесен - опекăна (попечительствăна) илнĕ факта палăртакан документ копийĕ; гражданлăхсăррисен - ют çĕр-шыв вăхăтлăх пурăнма ирĕк панă е ытти кирлĕ документсен копийĕсем. Кописене тăратнă чух чăн-чăн документсене те кăтартмалла. Заявленисемпе документсене информаци центрĕн йышăну пỹлĕмĕнче, ШĔМ-ĕн хуласенчи тата районсенчи е ытти муниципаллă пĕрлешĕвĕсенчи управленийĕсенче, пайĕсенче йышăнаççĕ. Ыйтса çырнине электронлă майпа патшалăх тата муниципаллă пулăшусен Пĕрлехи порталĕ (www.gosuslugi.ru) урлă яма пулать. Суд айăплавĕ пурри (çукки) пирки справка парассине тỹлевсĕр пурнăçлаççĕ. Информаци центрĕн сотрудникĕсем заявлени паракансене ШĔМ-ĕн йышăну пỹлĕмĕнче çак адреспа йышăнаççĕ: Шупашкар хули, Карл Маркс урамĕ, 41 çурт (Кооператив урамĕ енчен, унччен Ленин районĕн Шалти ĕçсен пайĕ пулнă çуртра). Тĕплĕрех информацие çак адреспа тупма май пур: http://21.mvd.ru/citizens/gosuslugi/IC/sudimost".
А.МИХОПАРКИН, районти полици уйрăмĕн начальникĕ.