АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлать

05 июля 2014 г.

Килтен тухса çỹрейместĕп. Çапах ман пата çынсем килсех тăраççĕ: пĕрисем пулăшу ыйтаççĕ, теприсем ятарласа курса калаçасшăн. Акă нумаях пулмасть пирĕн вĕренекен, халĕ Тверь облаçĕнче пурăнакан Слава Солдаткин хăйĕн мăшăрĕпе, Чулхуларан Лариса Вазякова Андрей ывăлĕпе курма килчĕç. Çак кунсенче вара Утаркассинчен Галина Ивановна Горшкова пире килсе курма кăмăл турĕ. Ваçкаçырми ялĕнче Иван Семенович Мамуткин вăрçă инваличĕ çемйинче çуралса ỹснĕскер, чунĕ кỹтсе килнипе-ши, хăйĕн пурнăçĕ çинчен куççульне пытармасăр каласа пачĕ: - Сакăр ача çуратса ỹстерчĕç аттепе анне. Сулахай хул пуççине Смоленск хули çывăхĕнче амантнăскер çемьене тăрантарас тесе кĕтỹ те пăхрĕ атте, колхозра аслă конюх та пулчĕ. Çемьере асли пулнăран питĕ шеллеттĕм эпĕ аттене, пулăшас килетчĕ ăна манăн. 14 çул тултарсан хамăр ялти Матрена Волковапа Казахстана ĕçлеме тухса кайрăм. Мана унта çитсенех тракторист çумне прицепщика лартрĕç. Кăкарса ĕçлемелли плуга çинче ларса ăна хăпартса, антарса пымаллаччĕ. Уйсем темиçе çухрăм тăршшĕччĕ. Пĕррехинче çĕрле çывăрса кайсан трактор чутах таптаса кайман. Ватă тракторист мана сухалама та вĕрентрĕ. Унтан повар пулăшаканĕнче ĕçлеме хушрĕç. Эпĕ уйра ĕçлекен трактористсене лашапа апат çитерме çỹреттĕмччĕ. Пĕррехинче лаша тăварăнса кайнипе вĕсене апатсăр хăвартăм - лаша кỹлме пĕлеймерĕм. Казахстанра икĕ çул пурăнса нумай ĕçе вĕрентĕм. Киле пĕр тонна тырă илсе çитерме пултартăм. Анне куççульпех савăнчĕ. 1969 çулта Утаркассинчи Николай Горшковпа пĕрлешсе çемье çавăртăмăр. Çурт лартма укçа пухас шутпа Волгоград облаçне тухса кайрăмăр, фермăна ĕçлеме вырнаçрăмăр. Виçĕ çул çамрăк вăй-халпа ỹркенмесĕр тăрăшрăмăр. Çемье те кунтах хушăнчĕ. Иркка хĕрĕме урапа çинчех çуратма тиврĕ. 1972 çулта яла таврăнтăмăр та "Искра" колхозăн Утаркассинчи ĕне ферминче ĕçлеме тытăнтăмăр. Эпĕ - дояркăра, Коля - лавçăра. Ултă çултан хамăр ялта пỹрт лартма пултартăмăр. Анчах, питĕ шел те, упăшка çынсене лашапа пулăшма çỹреме пуçларĕ, эрехпе туслашрĕ, ăна ĕçме укçа ыйтма тытăнчĕ. Тем пек тархасласан та килпе ачасем çинчен шухăшлама пăрахрĕ, ĕçкĕçе тухрĕ. Пĕр каçхине Коля ĕçрен таврăнмарĕ, ирхине ăна тăвансемпе шырама кайрăмăр. Шĕмешке вăрманĕ хĕрринче хăйĕн чунне кăларса усалсене панă пулнă вăл. Çапла виçĕ ачапа тăратса хăварчĕ мана 33 çулхи арçын. Хăш-пĕр учительсем ачасене интерната, ачасен çуртне вырнаçтарма сĕнчĕç. Виçĕ çулхи Вовăна Шупашкарта пурăнакан Полина йăмăкăм усрама килĕшрĕ, илсе кайрĕ. Эрнерен ăш вăркама пуçларĕ, чунра лăпкă мар, ачана курас килекен пулчĕ. Хулана çитсенех ывăлăм: "Мана киле илсе кай, кунта ан хăвар, анне",- тесе йăлăнма тытăнчĕ. Хăнара лайăх пулсан та тăван кил хаклăрах пулнине ăнланнă ман ача. Киле иккĕн таврăнтăмăр. Ачасемшĕн çĕр çинче чи хакли амăшĕ пулнине чун-чĕрепех ăнлантăм. 35 çул иртрĕ унтанпа. Çăмăл пулмарĕ ачасене ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларма... Чĕрĕк ĕмĕр ĕçленĕ Галина Горшкова дояркăра. Хĕллехи вăхăтра ирхи виçĕ сехетре тăрса килти ĕçсене тунă, выльăхсене пăхса хăварнă. Пилĕк сехетре ĕçчен доярка фермăра ĕçе тытăннă. Н.Кошелевапа 43 ĕне пăхнă, апатне панă, тислĕкне тасатнă, алăпа сунă. Çамрăк вăй-халпа ывăннине пăхмасăр ĕçленĕ, ăмăртура малтисен ретĕнче пынă, икĕ çул унăн сăнĕ колхозăн Хисеп хăми çинче пулнă. Пĕрремĕш класлă доярка ятне тивĕçнĕ Галина Горшкова. Вăхăт ерипен иртсе пынă, ачисем çитĕннĕ май амăшне пулăшнă, ĕçе хăнăхса пынă. 7-мĕш класа каякан Вова килти ĕçсене хăй тĕллĕнех тăвакан пулнă, фермăна та амăшне пулăшма çỹренĕ. Çитĕнсе çитсен халăх йăлипе туй туса Иркка хĕрне качча панă, Вовăна авлантарнă. Шел пулин те, Иркка упăшкин Олег Немцевăн пурнăçĕ Мускава ĕçлеме кайсан çамрăклах татăлнă. "Ман шăпана хĕрĕмĕн те курмалла пулчĕ", - тет Галина Ивановна. Йывăр хуйхă Галина Горшкована ураран ỹкереймен. Вăл ачисемшĕн пĕтĕм вăй-халне панă, кил-çуртне çирĕплетнĕ, выльăх витисене, мунча, хапха çĕнĕрен тутарнă. Сергей ывăлĕ ĕçлесе илнĕ укçапа килне çут çанталăк газĕ кĕртнĕ. 70 çула çывхарать халĕ вăрçă инваличĕн хĕрĕ Галина Горшкова. Вăл ачисене чун ăшшине парса ỹстернĕ, амăшĕн тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Халĕ, ав, Вова ывăлĕпе Ирина кинĕ çăмăл машинăпа Шупашкартан килсе амăшне пулăшсах тăраççĕ, эмелсем кỹрсе параççĕ. Иркка хĕрĕ хваттер илме пултарни те, Вова ывăлĕ паллă строитель пулни, Лапракассинче çĕр лаптăкĕ туянса икĕ хутлă çурт лартни те савăнтарать амăшне. Паян Галина Ивановна туяпа кăна çỹрет, урисем, хулĕсем, пилĕкĕ ыратаççĕ. "Фермăра йывăр ĕçленисем çиеле тухаççĕ", - тет вăл. Çапах та ĕне, сурăхсем, чăхсем усрать, пахча çимĕç ỹстерет. Тăванĕсене пулăшма та вăхăт тупать. Ваçкаçырминчи вăрçă инваличĕн килĕ сỹнмерĕ, унта Галинăн шăллĕ Юркка пурăнать. Галя аппăшне тăванĕсем юратаççĕ, хăнана килсе çỹреççĕ. Ырă кăмăллă пулнăшăн хисеплеççĕ ялта Галина Ивановнăна. "Паттăр чунлă хĕрарăм эсĕ", - теес килет манăн ăна. Вăл - хĕрарăмсемшĕн ырă тĕслĕх.

И.ВАЗЯКОВ, хаçатăн обществăлла корреспонденчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика