05 июля 2014 г.
Раççей Федерацийĕн Тĕп прокурорĕн "Наци проекчĕсене пурнăçланă чухне саккуна епле пăхăннă тĕлĕшпе прокуратура асăрхавне йĕркелесси çинчен" хушăвне пурнăçласа район прокуратури тĕрĕслев ирттерчĕ. Район территорийĕнче "Вĕрентỹỹ" наци проектне пурнăçа кĕртессипе çыхăннă мероприятисен саккунлăхне уйрăм тимлĕх уйăрнине палăртмалла. Çакна çирĕплетнĕ: район администрацийĕ çỹлерех асăннă наци проекчĕпе килĕшỹллĕн виçĕ автобус (икĕ ПАЗ тата ПЕЖО) илнĕ, вĕсене Мăн Этмен шкулне çывăхри ялсенчи ачасене турттарма панă. Тĕрĕслевре çак шкул автобусĕсем ачасене турттарнă чух пăхăнмалли хăрушсăрлăх требованийĕсене туллин тивĕçтерменни палăрнă. ПАЗ 32053-70 2009 çинче чарăнма ыйтмалли сигнал кнопкисем çук, вĕсем ларкăчсен кашни урлă ретĕнче пулмалла. Кунсăр пуçне пассажирсене автобуссемпе хăрушсăр турттарассине тивĕçтермелли пирки РФ Транспорт министерстви çирĕплетнĕ Положенин 1.6 пунктне пăхăнмасăр асăннă транспортăн водителĕ автобус салонĕнче çунтармалли-сĕрмелли материалсем турттарнă, çакă пассажирсене турттарнă чух хăрушлăх кăларса тăратма пултарнă. Асăннă Положенин 5.2.3 пунктне пăсса тăтăшах ачасене турттаракан водителĕн вăхăтпа чарăнусене, маршрут схемипе хăрушă вырăнсене палăртнă çул çỹрев графикĕ çук пулнă. Çавăн пекех ачасем кĕнине, тухнине асăрхаса тăмалли оптика хатĕрĕсем çук иккен. Автобусăн тул енчи оптика хатĕрĕсен электричество ăшăткăчĕ çук. Тĕрĕслев вăхăтĕнче ПАЗ 32053-70 автобусăн та çỹлерех асăннă йышши хăш-пĕр çитменлĕхсемех (оптика хатĕрĕсем пулманни, тулаш енчи оптика хатĕрĕсен электроăшăткăчĕ çукки, водитель çунтармалли-сĕрмелли материалсене салонра турттарни) çиеле тухнă. Кунсăр пуçне шалти тата тулаш енчи сасă вăйлатмалли оборудовани тата икĕ енлĕ çыхăну ĕçлеменни, уçă тата хупăнсах çитмен алăксемпе тапранса каяссине чăрмав кỹрекен хатĕр пулманни куç тĕлне пулнă. ПЕЖО 222335 маркăллă шкул автобусĕн вăхăтпа чарăнусене, маршрут схемипе хăрушă вырăнсене палăртнă çул çỹрев графикĕ тата автобуспа çỹрекен вĕренекенсен списокĕ çук. Асăннă транспорт водителĕ ачасене кăнтăрла турттарнă чухне фарăсен çывăхри çутине çутмасăрах çỹренĕ. Асăннă автобуссем район хыснинче пулнине тата вĕсене Мăн Этмен шкулне панине шута илсен, район администрацийĕ тата вĕренỹ учрежденийĕ "Транспорт хăрушсăрлăхĕ çинчен" тата "Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ çинчен" федераллă саккунсен хăш-пĕр требованийĕсене пăсаççĕ, тĕрĕсрех каласан, ачасене турттармалли транспорт хатĕрĕсене кирлĕ пек пăхса тăмаççĕ. Çỹлерех асăннă евĕрлĕ çитменлĕхсене Атнарти тата Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулсенче те тупса палăртнине пĕлтермелле. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсемпе вĕренỹ учрежденийĕсен ертỹçисене çитменлĕхсене пĕтерме представлени тăратрăмăр.
В.ШОРКИН, район прокурорĕ.