АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтака каяçççĕ Чутай каччисем

05 июля 2014 г.

Салтака каяçççĕ Чутай каччисем

Кашни ир тенĕ пекех редакцине ĕçе васканă май Хĕрлĕ Чутайри чиркỹ хыçĕнче халăх пухăнса тăнине, салтак юрри янăранине илтетĕп-куратăп. Шăпах çакăнта пухăнаççĕ район каччисем - салтак атти тăхăнма хатĕрленекенсем, çакăнтан вĕсене Канаша илсе каяççĕ. Çара - вăхăтлăх хĕсмете... Кăçалхи çурхи призыв вĕçленсе пырать тесен те юрать. Етĕрне тата Хĕрлĕ Чутай районĕсен çар комиссариачĕн пай начальникĕ Александр Прокопьев пĕлтернĕ тăрăх, Канашри пухăнмалли пунктран юлашки призывниксене июлĕн 6-мĕшĕнче илсе кайĕç. Пирĕн районтан çурхи призывпа 50 яхăн каччă çар ретне тăмалла. Кăçалхи призывниксене нумай çĕнĕлĕх кĕтет. Чи малтанах, çар тумне çĕнĕлĕх кĕртнине палăртмалла. Вăл ăшă, меллĕ, çăмăл пулĕ. Юдашкин сĕннĕ тумсене çар çыннисем питех кăмăлламанран улăштараççĕ формăна. Сăмах май, çĕнĕ формăна çар ретне тăракана призыв пунктĕнче тỹрех параççĕ. Çĕнĕлĕхсенчен пĕри вăл - вăхăтлăх хĕсметри салтак ячĕпе унăн электрон карттипе электрон жетонне хатĕрлени. Карттăра салтакăн пĕтĕм докуменчĕ пулĕ: биометри кăтартăвĕсем, медицина картти, çар учечĕ çинчен тата ытти те. Çара каякансене малашне "косметичка" та параççĕ. Унта гигиенăна пăхăнмалли пур хатĕр те пулĕ. Куç кĕскипе чĕрне касмалли пĕчĕк хачă таранах. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен хăй вăхăтĕнче салтака каяссинчен пăрăнса юлнă çын тỹре-шарара, полици тытăмĕнче, налук инспекцийĕнче, ытти патшалăх ĕçĕнче ертỹçĕ пуканне йышăнаймасть. Енчен те çавăн пек çын саккун вăя кĕриччен пĕр-пĕр пукан йышăнма ĕлкĕрнĕ-тĕк, çакă çиеле тухсан ăна ĕçрен хăтараççĕ. Ку, паллах, ытларах 27 çул тултарманнисене пырса тивет. Хальхи вăхăтра ура лаппи тỹрĕ пулни (плоскостопи) çара каймасăр тăмалли сăлтав мар. Ỹт чирĕсем пирки те хăш-пĕр чарăва сирнĕ. Çак улшăнусем призывниксен йышне пысăклатма пулăшаççĕ. Салтакра пулмалли вăхăт малашне те çулталăках юлать, ăна тăсма палăртмаççĕ. Анчах та Патшалăх Думине çĕнĕ саккун проектне тăратнă. Унпа килĕшỹллĕн каччăсен суйласа илме ирĕк пулĕ: салтак аттине пĕр çуллăха тăхăнмалла е икĕ çуллăха контракт çырмалла. Контракт çыраканăн, паллах, шалăвĕ те пысăкрах пулĕ. Çапла майпа çĕр-шыв ерипен контрактлă çар йĕркелесшĕн. Икĕ енлĕ килĕшỹпе Крым çурутравĕ çине - Хура тинĕс флотне - Чăваш Енрен кашни çулах 25 призывника ăсатаççĕ. Салтака кайнă каччăн тăванĕсемшĕн чи пĕлтерĕшли вăл - унпа пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулнине пĕлсе тăрасси. Хальхи вăхăтра салтаксем киле çыру çырмаççĕ, ашшĕ-амăшĕ патне сотовăй телефонпа шăнкăравлаççĕ. Тăванĕсемпе çыхăну тытма салтаксене сим-карттă параççĕ. Йỹнĕрех хакпа калаçма "Аннỹ патне шăнкăравла" ятарлă тариф та пур. ... тата контрактпа Пирĕн районта çĕр-шыва хỹтĕлессине хăйĕн профессийĕ тăвас ĕмĕтлисем те пур. Хальхи вăхăтра çĕр-шыври çар чаçĕсенче 20 ытла пирĕн ентеш контракт йĕркипе службăра тăрать. Чăн-чăн арçынсен профессине суйласа илнисенчен пĕри вăл - Калкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ Александр Сергеев. 27 çулхи çамрăк çак кунсенче виççĕмĕш хут контрактпа çара кайма хатĕрленет. Унччен Александр Ульяновск хулинче контракт йĕркипе службăра пулнă. Халĕ вара Мурманск хулинче "Адмирал Кузнецов" крейсер çинче тимлеме пилĕк çуллăх контракт çырнă. Хăй кайса вырнаçсассăнах мăшăрĕпе çулталăк та виçĕ уйăхри ывăлне те унта илсе кайма палăртать. "Эпĕ салтакра та çак крейсер çинчех пултăм, çавăнпа та халĕ унта таврăнма шутларăм. Паллакансем те пур, командирсем те хаваспах кĕтсе илĕç. Хваттер те параççĕ, малтанласа уншăн патшалăх тỹлет, тепĕр 13 çултан вăл манăн харпăрлăха куçать, - ăнлантарса парать Александр хăй мĕншĕн контрактпа кайма шутланине. - Манăн шалу 50-60 пин тенкĕпе танлашĕ, апатлану - патшалăх шучĕпе. Мăшăра ĕç вырăнĕпе, ывăлăма ача сачĕпе тивĕçтереççĕ. Малалла вĕренме кайма та шухăшлатăп. Тăван яла кашни çулах отпуска килсе тăрăпăр. Тивĕçлĕ канăва тухсан Шупашкарта хваттер илес шухăшлă...." Пирĕн патра пысăк шалуллă ĕç тупма йывăррине шута илсен, паллах, пурнăçа йĕркелесе ярас, çемьене тăрантарас тесе шухăшлакансем контракт йĕркипе çар ретне тăрса тĕрĕс çул суйласа илеççĕ. Кун пек тăван район кăштах çухату тỹсет-ха та ĕнтĕ - вăй питти çамрăксен йышĕ чакать. Анчах та ĕçсĕр аптăраса унталла-кунталла сулланса çỹрекенсенчен, хушăран шапашкăран укçа ĕçлесе килсе пухăнса ĕçсе яракансенчен те усси çукрах-çке. "Ялта ĕçсĕр пурăниччен е пысăк укçашăн республика тулашĕнче япăх условисенче тар тăкиччен яшсене контрактпа çар ретне тăма чĕнсе калатăп", - тет Александр Сергеев. Кунта çакна каласа хăвармалла - контракт мелĕпе çара кайма шутланă пур çынна та илмеççĕ. Çирĕп суйлав витĕр тухнисене çеç. Мĕншĕн тесен Тăван çĕр-шыва хỹтĕлесси вăл - чăн-чăн арçынсен профессийĕ.

Алина ИТТИ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика