АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савнă шкулăм ĕмĕр асăмра

05 июля 2014 г.

Савнă шкулăм ĕмĕр асăмра

Пурнăç пĕр чарăнмасăр малалла шăвать, çул хыççăн çул хыçа юлать. Темĕн чухлĕ вăхăт иртсен те шкулта вĕреннĕ тапхăр манăçа тухмасть, пĕрле парта хушшинче ларнă тантăшсем, пире ăс-тăн панă учительсем яланах куç умĕнче. Шкул ăшшин ырлăхне яланах туйса тăратпăр. Июлĕн 1-мĕшĕнче эпир, иртнĕ ĕмĕрĕн 69-мĕш çулĕнче Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкултан 10 "А" класран вĕренсе тухнисем, вăхăт тупса тĕл пулăва пухăнтăмăр. Унтанпа нумай-и, сахал-и - 45 çул çитрĕ. Çав вăхăта каялла çаврăнса пăхсан шкулти пĕрремĕш утăмсене ĕнер тунă пек, тĕлĕкре курнăн туйăнать.Эпир чи малтанах Чутайăн историллĕ пайĕнче вырнаçнă шкулта пулса куртăмăр, ун çурчĕсен иккĕмĕш хутне йывăç карлăклă сарлака пусмапа чупса хăпарнисене, репродуктортан янракан юрă-кĕвĕсене, тĕрлĕ кружоксемпе секцисене çỹренисене, конкурссемпе смотрсене хутшăннисене тата ыттине те аса илтĕмĕр. Вăл вăхăтра шкул çурчĕсем кăткă тĕммисене аса илтернĕ тейĕн: эпир вара лара-тăра пĕлмен ача-пăча унта пĕр вĕçĕмсĕр кĕшĕлтетсе-сĕрлесе, çаврăнса-пĕтĕрĕнсе тăнă. Шкулта пулнă хыççăн чуна уçса калаçни ресторан алăкĕ патне çитерчĕ. Кунта пĕрле вĕреннисен, учительсен сăн ỹкерчĕкĕсенчен хатĕрленĕ видеофильм пăхрăмăр. Эпир вĕреннĕ вăхăтра шкул директорĕнче Анатолий Степанович Моисеев тăрăшатчĕ. Ăста педагог ертсе пыракан коллектив ачасемпе пĕтĕм чунне парса ĕçлетчĕ. Çак пархатарлă ĕçе вăл хăйĕн тỹпине хывнă темелле. Пирĕн класс ертỹçи А.Можайкин кашни ачана лайăх пĕлнĕ, йĕркелĕхпе дисциплинăна тытасси, таса чунлă пулма вĕрентесси, пĕр-пĕрне пулăшасси уншăн чи малти вырăнта пулнă. Ахальтен мар пирĕн класс "Пĕри - пуриншĕн, пурте - пĕриншĕн" тĕллевпе вĕреннĕ. Çавăн пекех эпир вăл ертсе пынипе 7-8 классенче Ульяновск, Хусан, Чулхула, Ленинград, Мускав хулисене çитсе курнă. 1968 çулта вара А.Можайкин тăрăшнипех шкул çурчĕн стени çинче И.Н.Ульянова асăнса мрамор хăма вырнаçтарнă. Çакă паллă педагог Чутай шкулĕнче пулса курнине çирĕплетет. Шкултан пĕрле вĕренсе тухнисем пурнăçăн анлă çулĕ çине тухса пурте хăйсен вырăнне тупнă, кирлĕ профессие суйласа илсе кун-çулĕсене тĕрлĕ отрасльсемпе çыхăнтарнă. Пирĕн хушăра педагог профессийĕпе пенсие тухичченех ĕçлесе пурăннисем саккăрăн: Таня Иванова, Зина Васильева, Софья Михуткина (акăлчан чĕлхи вĕрентнĕ), Ольга Зверева, Ольга Кириллова (вырăс чĕлхипе литература вĕрентнĕ). Валерий Ефимович Романов Чăваш Республикин Вĕренỹ министерствинче тата Шупашкарти Лебедев ячĕллĕ лицейра директорта чылай çул вăй хунă. Вăл вĕренмелли темиçе кĕнеке-пособи авторĕ, спорт мастерĕн кандидачĕ, биатлон енĕпе çичĕ хут республика чемпионĕ ятне илме тивĕç пулнă. Халăх сывлăхне сыхлас енĕпе ĕçленисем, паянхи кунчченех тухтăрта тăрăшакансем те пур-ха. Сăмахран, Татьяна Стекольщикова Санкт-Петербургра терапевтра вăй хурать, Маргарита Михеева - Новосибирск хулинче. Тухтăрсен ретĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисен йышĕнче Хĕрлĕ Чутайра пурăнакан Николай Ефремов, районти больницăра 80-мĕш çулсенче ача-пăча тухтăрĕнче ĕçленĕ Николай Степанов (пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă), Питĕркассинче çуралса ỹснĕ милици подполковникĕ Иван Чеботарев. Кун-çулне промышленность производствипе тата строительствăпа çыхăнтарнисем те сахал мар пирĕн хушăра. Вера Столярова вара ырă ята Астрахань хулинче тивĕçнĕ. Вăл нефтьпе газ техникумĕнчен вĕренсе тухсан унтах тымар янă, пĕрле вĕреннĕ тус-юлташĕсемпе тĕл пулма ятарласа килчĕ. Производство ĕçĕ çăмăл мар. Нумай йывăрлăха çĕнтерме тивнĕ Шупашкарти электроаппарат заводĕнче тăрăшнă вăхăтра Надя Масленникован. Кунта вăл чĕрĕк ĕмĕр иртсе кайнине, пенсие тухма вăхăт çитнине те сисмен. Николай Саверкин Североникель комбинатĕнче хурçă шăратнă çĕрте вăй хурса "Коми Республикин промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ. Питĕ шел, виçĕ çул каялла вăл пурнăçран уйрăлнă. Владимир Мамуткин шкулта вĕреннĕ чухнех техникăпа туслă пулнă. Салтакран таврăнсан вăл районти предприятисемпе организацисенче шоферта вăй хунă. Руле алăран 40 çул ытла вĕçертмен Владимир. Виталий Кондратьев техникумра вĕреннĕ хыççăн Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче бригадир тивĕçĕсене чылай çул пурнăçланă. Вăл - ĕç ветеранĕ, спортсмен, ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ. Владимир Можайкин Воркутара шахтăра, Владимир Семенов Новосибирскра, Николай Кириллов Шупашкар, Леонид Вастеров Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи заводсенче ĕçленĕ. Игорь Самылкин районти строительство тытăмĕнче, Александр Судаков "Сельэнергора" электрикра вăй хунă. Геннадий Моисеев Шалти ĕçсен сотрудникĕнче тăрăшнă хыççăн тивĕçлĕ канăва тухнă, паянхи кун Ял хуçалăх банкĕн Хĕрлĕ Чутайри уйрăмĕнче хурал ушкăнĕнче тăрать. Варвара Колокольчикована районта пĕлмен çын çук та пулĕ. Ачаранах юрлама, ташлама юратнă, шкулти пултарулăх, ỹнер конкурсĕсене яланах хутшăннă. Музыка енĕпе ятарлă пĕлỹ илнĕ хыççăн районти Культура çуртĕнче тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хунă. Вăл паянхи кун та концертсенче юрăсем шăрантарать. Предприниматель ĕçĕпе пурăнакансен шутне Ачкассинчи Мария Канцелярована кĕртмелле. Çак ĕçе нумай вăхăт финанспа экономика тытăмĕнче вăй хурса, çултан-çул пуянлатса пынă ĕç опытне тĕпе хурса тытăннă вăл. Бухгалтер-экономист профессийĕпе ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем пирки те каласа хăварам. Нина Тиханкина районти кирпĕч заводĕнче, Зоя Романова культура пайĕнче, Галя Гавриловапа Валя Балабанова Мускаври çул-йĕр организацийĕнче тăрăшнă. Паллах, тĕл пулăва пурте килеймерĕç. Анчах пурин ячĕпе те калаçрăмăр, пурне те аса илтĕмĕр. Пирĕнтен уйрăлнисен ячĕпе чиркĕве кĕрсе çурта çутрăмăр, килменнисен саламĕсене ăшшăн йышăнтăмăр. Çавăн пекех тĕл пулăва пире вĕрентнĕ физика учителĕ Нина Гордеевна хутшăнни самай пуянлатрĕ. Унăн аса илĕвĕсем пуриншĕн те питĕ интереслĕ пулчĕç. Çапла, çав кун пухăннисен чунĕсем çĕнĕрен чĕрĕлчĕç, куçĕсем çутăпа тулчĕç... Пĕр класра вĕреннисемпе 45 çул иртсен те тĕл пулса калаçнин ăшшипе хаваслăхне мĕн çиттĕр ĕнтĕ. Ваттисем каланă пек: "Нумай та пĕтет, сахал та çитет, пĕрле тĕл пулнине мĕн çитет".

В.РОМАНОВ, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкултан вĕренсе тухаканĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика