АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Хĕллехи" вăхăта куçатпăр

05 июля 2014 г.

Июлĕн 1-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думи "хĕллехи" вăхăта тавăрмалли саккун йышăннă. Çапла вара кăçалхи октябрĕн 26-мĕшĕнчен Раççейри регионсем хăйсене килĕшекен вăхăтпа пурăнма пуçлĕç. Малашне пирĕн çĕр-шывра 11 вăхăт зони пулĕ, Чăваш Республики Мускав вăхăчĕпе танлашакан 2-мĕш зонăна кĕрет. Çавна май эпир кĕркунне сехет йĕпписене пĕр сехет каялла куçарăпăр. Анчах та пур регионта та çапла пулмĕ. Камчаткăпа Чукотка, тĕслĕхрен, сехет йĕпписене пачах куçармĕç, вĕсен Мускав вăхăтĕнчен уйрăмлăх 9 сехет пулĕ. Хальхи вăхăтра Мускав вăхăчĕпе пурăнакан Удмуртипе Самара та кĕркунне сехет йĕпписене куçармĕç, мускавсенчен пĕр сехет уйрăмлăхпа пурăнма пуçлĕç. Çав хушăрах сехет йĕпписене икĕ сехет каялла куçаракан регионсем те пулĕç. Раççейĕн çĕнĕ субъекчĕсем - Крым Республикипе Севастополь - Мускав вăхăчĕпе пурăнĕç. Октябрьте сехет йĕпписене куçарнă хыççăн эпир текех вăхăтпа "вылямăпăр" - малашне те "хĕллехи" вăхăтпах пурăнăпăр.

А.СЕМЕНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика