05 июля 2014 г.
Çитес Çĕнĕ çулхи каникулта 11 кун канăпăр Çуллахи вăхăтра хĕллехи кунсем çинчен калаçни вырăнсăр пек туйăнать пулсан та çитес çул мĕнле канмалли çинчен шухăшлар-ха. Çапла тума сăлтавĕ те пур. Раççей Правительствин вице-премьерĕ Ольга Голодец ертсе пыракан ятарлă ĕç комиссийĕ 2015 çулта канмалли кунсене йышăнса ырланă. Çĕнĕ çулхи каникул самаях вăрăм пулĕ - эпир январĕн 1-11-мĕшĕсенче канăпăр та январĕн 12-мĕшĕнче ĕçе тухăпăр. Январĕн 3-мĕшĕ, уяв кунĕ, шăмат куна лекнĕрен ăна январĕн 9-мĕшĕ, эрне кун, çине куçарĕç. Январĕн 4-мĕшĕнчине вара - майăн 4-мĕшĕ çине. Çавăн пекех февралĕн 21-23-мĕшĕсенче, мартăн 7-9-мĕшĕсенче, майăн 1-4 тата 9-11-мĕшĕсенче, июнĕн 12-14-мĕшĕсенче тата ноябрĕн 4-мĕшĕнче канăпăр.
А.ТИМОФЕЕВА.