05 июля 2014 г.
Статистика даннăйĕсем тăрăх июнь уйăхĕнче кăна Чăваш Енре бензин хакĕ 80 пус хăпарнă. Ваккăн тата курттăммăн сутмалли хаксем те ỹснĕ. Шупашкарта бензинăн вăтам хакĕ Атăлçи тăрăхĕнчи ытти тĕп хуласенчен те пысăкрах. Уйрăмах автомобиль бензинĕ хакланнă: А-76 (АИ-80) маркăлли 80 пус хăпарнă, 28,5 тенке çитнĕ (уйăхра вăтамран 2,89 процент ỹснĕ). АИ-95 маркăллă бензина малтанхинчен 50 пус (1,5 процент хăпартнă), АИ-92 - 33 пус (1,1 процент) ытларах тỹлесе илмелле. Дизель топливин хакĕ июнь уйăхĕнче вăтамран 0,12 процент (4 пус) ỹснĕ. Курттăм хаксене пăхас пулсан асăннă тапхăрта АИ-95 маркăллă бензин 6,7 процент хăпарнă, пĕр тонни 37,5 пин тенке çитнĕ. АИ-92 маркăлли 3,3 процент хăпарнă, пĕр тоннине 36,8 пин тенкĕпе туянма пулать. АИ-80 маркăллин тата дизель топливин хакĕ ỹсмен: пĕр тоннине 32 тата 32,3 пин тенкĕпе тупма пулать. Росстат даннăйĕсемпе июнĕн 23-мĕшĕ тĕлне Шупашкарти бензинăн вăтам хакĕ 31,86 тенкĕпе танлашнă (Раççейре - 31,78 тенкĕ), Чулхулара - 31,65, Саранскра - 31,63, Оренбургра - 31,62 тенкĕ. Чи йỹнĕ бензин Ульяновск хулинче (30,82 тенкĕ) тата Пензăра (30,94 тенкĕ). Çур çул хушшинче кăна бензинпа дизель топливин хакĕ вăтамран 4,8 процент хăпарнă. Çулталăк вĕçлениччен вĕсен хакĕ татах ỹсĕ.
А.АЛЕКСЕЕВА.