09 июля 2014 г.
Раççейĕн чрезвычайлă лару-тăрусен министерствин Атăлçи регион центрĕн территорийĕнче тăватă уйăх хушшинче япăх çирĕплĕхлĕ нумай хваттерлĕ çуртсенче 487 пушар регистрациленĕ, вĕсенче 74 çын пурнăçĕ татăлнă. Нумай хваттерлĕ йывăç çуртсенче тухнă пушарсен тата вилекенсен хисепĕ уйрăмах Мари Эл, Удмурт Республикисенче тата Оренбург облаçĕнче ỹснĕ. Майăн 30-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 1-мĕшĕчченхи тапхăрта округăн РФ субъекчĕсен территорийĕнче кун евĕрлĕ 5 пушар (Чулхула облаçĕнче - 2, Пермь, Киров тата Саратов облаçĕсенче - пĕрер) алхаснă. Нумай хваттерлĕ йывăç çуртсенче тухнă пушарсен хисепĕ йышланнă май район çыннисене те асăрхаттарас килет. Уйрăмах йывăç çуртсенче пурăнакансен тимлĕх тĕп вырăнта пулмалла. Ыттисен те асăрханулăх пирки манмалла мар паллах. Газ баллонĕсене çуртра лартма юраманнине, вĕсене ятарлă тимĕр шкапсенче усрамаллине асра тытмалла. Кунсăр пуçне юлашки вăхăтра мунчасемпе лаçсене, ытти хуралтăсене вут-çулăм çавăрса илнĕ тĕслĕхсем нумайланчĕç. Кунта ытларах чухне юсавсăр кăмакасемпе усă курни, вут чĕртнĕ хыççăн асăрхаса тăманни инкексен тĕп сăлтавĕ пулса тăраççĕ. Çуллахи вăхăтра ялсене тăванĕсем патне хула ачисем килеççĕ, вĕсене те куçран вĕçертмелле мар. Ачасем шăрпăкпа выляни те тепĕр чухне кил-çуртсăр, вун-вун çул пухнă мулсăр хăварма пултарать. Çавăнпа та вĕсемпе калаçу ирттерме, ăнлантару ĕçне йĕркелеме вăхăт тупни сая каймĕ. Маларах асăрхаттарни чылай чухне инкеке сирме пулăшнине ан манăр. Июлĕн 8-мĕшĕ тĕлне районта кăçал 21 пушар алхаснă (пĕлтĕр çак тапхăрта - 18), 4 çын вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă (2013 ç. - 2).
А.ЯРАБАЕВ, районти пушар хурал чаçĕн инспекторĕ.