09 июля 2014 г.
Çак кунсенче Росстат йĕркеленĕ семинар-канашлура халăх микроçыравне ирттерес ыйтусене пăхса тухнă. Унта Чăвашстатăн халăх статистикин, сывлăх сыхлавĕн, пурнăç шайĕн тата кил хуçалăхсене тишкерекен пай начальникĕ Екатерина Петрова хутшăннă. Çĕр-шывра пурăнакан халăх микроçыравĕ 2015 çулта октябрĕн 1-31-мĕшĕсенче пулать. Пĕтĕмпе Раççейре 7214 шутлав участокĕ ĕçлĕ, вăл шутра Чăваш Енре - 71. Çапла Росстат пĕтĕм Раççейри халăх çыравне, вăл 2020 çулта иртмелле, хатĕрленет. Тĕрĕслев уйрăм хуçалăхсене те çавăрса илĕ. Ун вăхăтĕнче Раççей Федерацийĕн пур субъектĕнче пурăнакан 1,4 миллион çынна ыйтса тухĕç, сведенисене çĕнĕ меслетсемпе - Интернетри электрон ыйтусен пуххисемпе - усă курса хатĕрлĕç. 2015 çулăн пĕрремĕш кварталĕнче Росстат "Халăх микроçыравĕ-2015" ятарлă сайта хута ярĕ. Унпа Раççей территорийĕнче пурăнакан граждансем усă курма пултарĕç. Порталта ыйтăм хучĕн электрон тĕсне вырнаçтарĕç. Çак меслетсемпех 2020 çулхи халăх çыравне ирттерĕç. Çĕнĕ меслет респондентсене çăмăллăх кỹрĕ: вĕсен килтен тухмасăрах кирлĕ информаци пуçтарма май пулать. Анчах та дистанци меслечĕпе ыйтăм ирттерни "Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ çинчен" калакан Федераллă саккунăн 6-мĕш тата 7-мĕш статйисене кирлĕ улшăнусем кĕртмеллине пĕлтерет. Çĕнĕлĕхсем кĕртни çырав кăтартăвĕсен пахалăхне тата тĕрĕслĕхне лайăхлатма пулăшасса шанаççĕ Росстатра.
А.ВЛАДИМИРОВА.