09 июля 2014 г.
Чăваш Ен представителĕсем Мускавра экстремизм профилактики енĕпе иртнĕ пĕтĕм Раççейри наукăпа практика конференцине активлă хутшăннă. Конференци тĕллевĕсем: çамрăксен хутлăхĕнче экстремизм палăрасран профилактика тытăмне лайăхлатасси, унăн ыйтăвĕсене пăхса тухасси тата ытти те. Пухăннисем çамрăксем хушшинчи экстремизм ыйтăвĕсене хускатнă, унăн поликонфессионаллă хутлăхĕпе нумай нациллĕ халăхăн хăйне евĕрлĕхĕсене пăхса тухнă. Çавăн пекех Раççейри тĕн конфессийĕсене тишкернĕ, вĕсен çамрăксене воспитани парас ĕçри пĕлтерĕшĕ çинчен, экстремизм профилактикинче çамрăксен пĕрлешĕвĕсен вырăнĕ пирки тата ытти темăсемпе калаçнă. Конференцие килнĕ хăнасем - РФ Патшалăх Думин обществăлла пĕрлешỹсемпе тата тĕн организацийĕсемпе ĕçлекен комитетăн председателĕ Ярослав Нилов; Всеволод Чаплин протоиерей; РФ Обществăлла палатин членĕ Альберт Крганов тата ыттисем те - сăмах илнĕ, юлашки çулсенче çамрăксем хушшинчи культура шайĕ чакнине палăртнă, вĕсемпе ăс-хакăл тата шухăш-кăмăл енĕпе ĕçлеме сĕннĕ. Чăваш Республикин Вĕренỹпе çамрăксен политикин министерствин тĕп эксперт специалисчĕ Вероника Волык Раççей Федерацийĕн ытти субъекчĕсенчен килнĕ ĕçтешĕсене республикăра туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарнă.
А.АЛЕКСЕЕВА.