АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сорăмсем ял уявĕнче савăннă

09 июля 2014 г.

Шăмат кун, июлĕн 5-мĕшĕнче, Сорăм ялĕнче пурăнакансем ял уявĕнче савăннă. Унччен халăхпа пухăнса таврана тирпей-илем кĕртнĕ, клубра, ача-пăча площадкинче юсав ĕçĕсем ирттернĕ, ятарласа çуллахи сцена хатĕрленĕ, вăрçăра вилнисене халалласа лартнă палăка çĕнетнĕ. Уява халăх йышлă пухăннă. Чи малтанах Сорăм ялĕн историне кăтартса панă, çакăнта ял çыннисемпе хăнисем хутшăннă. Уява килсе çитнĕ район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов пухăннисене уяв ячĕпе саламланă, сорăмсем пирки ырă сăмахсем каланă май вĕсене тĕрлĕ хисеп хучĕсем парса чысланă. Пысăк концерт пухăннисен кăмăлне уçнă, спортпа туслисем волейболла вылянă. Пĕр сăмахпа, Сорăмра пурăнакансем пĕрле пухăнса савăннă, ĕлĕкхи йăлана упраса хăварма тăрăшнă.

А.ТИМОФЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика