АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем çурални - телей

09 июля 2014 г.

Райадминистрацин ЗАГС пайĕ кăçалхи ултă уйăх кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Чи малтанах пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан ача çураласси чакнине курма пулать: кăçал çур çулта 76 ача çуралнă, пĕлтĕр 84 ача пулнă. Районти çемьесене "çĕнĕ кайăк" сахалтарах вĕçсе кĕме пуçланин сăлтавĕ мĕнре-ши? Çулталăк вĕçнелле çак кăтарту ỹсессе шанмалли кăна юлать. Кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче çуралнă 45 арçын ачапа 31 хĕр ачаран 34-шĕ - çемьере пĕрремĕш ачасем, 18-шĕ - иккĕмĕш, 20-шĕ - виççĕмĕш, иккĕшĕ - çемьере тăваттăмĕш ача. Ашшĕ-амăшĕ ывăлĕсене ытларах Андрей, Арсений, Артем, хĕрĕсене Дарья, Анастасия, Ангелина ятсем пама кăмăллать. 2014 çулхи пĕрремĕш çур çулта районта 30 çемье чăмăртаннă. Шел те, çав хушăрах 20 мăшăр уйрăлнă. Ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупакансен шучĕ вара çав-çавах пысăк. Çур çул хушшинче 173 çын - 86 хĕрарăмпа 87 арçын - вилнĕ. Арçынсем вăтамран 61 çулта вилеççĕ, хĕрарăмсем - 75-ре. Пурĕ вара ЗАГС ĕçченĕсем çур çулта 146 тĕрлĕ свидетельство тепĕр хутчен, 400 ытла тĕрлĕ йышши справка çырса панă. А.ТИМОФЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика