09 июля 2014 г.
![Çветтуй Петрпа Феврония упраса хỹтĕленипе… Çветтуй Петрпа Феврония упраса хỹтĕленипе…](../UserFiles/news/20140709/denj_semji_Preview.jpg)
2008 çултанпа эпир июль уйăхĕн 8-мĕшĕнче çемье управçисене çветтуй Петрпа Февроние чыслакан уява - Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне - паллă тăватпăр. Çĕнĕ уявăн палли - сарă куçлă салтак тỹми. Шăпах çавă - хăвна юратнине пĕлес тесе юмăç ямалли... Юрату вăл - пĕр-пĕрне ăнланса пурнăç çулне такăрлатни. Çакăн пек çемьесене килĕштерсе 25 çул ытла пурăнакан, ача-пăча çуратса ỹстерекен мăшăрсене - чысларĕç ĕнер райадминистрацин ЗАГС пайĕнче. Мероприятие пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров саламларĕ, килĕшỹпе татулăхра пурăнакан мăшăрсене тата ачаллă çемьесене патшалăх тăтăшах тимлĕх уйăрни çинчен каларĕ. Райадминистрацин опекăпа попечительство секторĕн заведующийĕ Алевтина Дадюкова ача усрава илекенсем хушшинче "Паллашăр, манăн çемье" конкурс ирттернине пĕлтерчĕ, унăн çĕнтерỹçисемпе паллаштарчĕ. Уява ертсе пыракан Елена Барышникова ачасем çемьене çирĕплетнине палăртрĕ, мероприятие килнĕ ачаллă çемьесемпе паллаштарчĕ. Тралькассинчи Алинăпа Владимир Мурайкинсем виççĕмĕш ача çуратнăшăн, Хĕрлĕ Чутайри Маринăпа Илья Гавриловсем иккĕмĕш ачашăн, Пантьăкри Мария Шахмайкина виççĕмĕш чун тĕпренчĕкĕшĕн амăш-ĕн капиталĕн сертификачĕсене тивĕçрĕç. Унтан савăнăçлă лару-тăрура Березовкăри Нина Михайловнăпа Вячеслав Лаврентьевич Селивестровсене, Тихăнушкăнчи Елена Ермолаевнăпа Иван Яковлевич Митинсене "Юратупа шанчăклăхшăн" медаль парса чысларĕç. Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне пухăннисене çавăн пекех Атнар тата Хусанушкăнь ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Александр Кузнецовпа Любовь Кузнецова, районти ветерансен Канашĕн председателĕ Галина Тимакова, пенси уйрăмĕпе социаллă хỹтлĕх пайĕн ĕçченĕсем, чыслава килнĕ çемьесен тăванĕсемпе çывăх çыннисем саламларĕç.
А.КАРПОВА.