АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕр хуçалăхĕн аталанăвне тишкернĕ

14 июля 2014 г.

Июлĕн 10-мĕшĕнче райадминистрацин ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче район Пухăвĕн депутачĕсен ларăвĕ иртнĕ. Унта пăхса тухнă ултă ыйтуран пĕри районти çул-йĕр хуçалăхĕн кăçалхи çур çул хушшинчи аталанăвĕпе çыхăннă. 2014 çулта çул-йĕр фончĕн укçи-тенки 24245,300 пин тенкĕпе танлашать, вĕсенчен 17652,00 пин тенки _ республика бюджетĕнчен, 6593,300 пин тенки _ вырăнти бюджетран. Çак укçана муниципаллă тата вырăнти автоçулсене тытса тăма, нумай хваттерлĕ çуртсем хушшинчи çулсене юсаса çĕнетме уйăраççĕ. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне "Сура"-Утаркасси", "Элĕк-Кив Атикасси-"Сура"-Тури Çĕрпỹкасси", "Сура"-Ишеккасси", "Сура"-Трапай" çулсем çинче юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Атнар, Ачкасси, Мăн Этмен, Тралькасси, Пантьăк ял тăрăхĕсенче çулсем çинче юсав ĕçĕсем ирттерме подрядчиксене палăртнă. Муниципаллă тата ял тăрăхĕсенчи автоçулсене юсама 7509,824 пин тенкĕлĕх 15 муниципаллă контракт тунă, çав шутран "Элĕк-Кив Атикасси-"Сура"-Штанаш-Арайкасси" çул çинче вырнаçнă Штанаш салинчи тата "Сура"-Березовка-Кишлĕ-Красный Яр" автоçул çинчи кĕперсене юсанă. Районти муниципаллă автоçулсен тăршшĕ _ 151,423 километр. Вĕсене çак подрядчиксем пăхса тăраççĕ: "Резон" ХАО, Н.Лисаев фермер хуçалăхĕ, "Стройка-БН" ТЯО, "Арман" фермер хуçалăхĕ, "Нива" ЯХПК. А.ТИМОФЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика