14 июля 2014 г.
Çак ятпа иртет июлĕн 9-15-мĕшĕсенче республикăра информаципе çут ĕç акцийĕ. Ăна Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалланă. Тĕллевĕ _ çемье ăшшине, йăлине упрасси, аборт çинчен халăха ăнлантарасси, хырăм пăрахассине чакарас тĕлĕшпе сывлăх сыхлав управленийĕ, медицина, общество тата тĕн организацийĕсем пĕрле пухăнса ĕçлесси. Акци вăхăтĕнче ирттерекен мероприятисенчен пĕри вăл _ "Пĕр эрне абортсăр". Çак вăхăтра республикăра, çав шутра пирĕн районта та, тухтăрсем ку тĕлĕшпе операцисем ирттермеççĕ. Паянхи кун ача пăрахассипе çыхăннă лару-тăру мĕнлерех? Хĕрарăмсем мĕншĕн, çакă сиенлĕ пулнине пĕлсех, хырăм пăрахма шутлаççĕ? Çакăн пирки пире район больницин акушер-гинекологĕ Галина ЖУРАВЛЕВА каласа пама кăмăл турĕ. _ Галина Игнатьевна, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăра аборт тăвакансен шучĕ çулсерен чакса пыни палăрать. Пирĕн районта ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех? _ Юлашки çулсенчи кăтартусене илсен пирĕн районта хырăм пăрахакансен шучĕ ерипен чакса пыни сисĕнет. Çапах та кăçалхи ултă уйăх хушшинче ача пăрахакансем 52-ĕн пулчĕç. Аборт тăвас шухăшлă сакăр хĕрарăма ачисен пурнăçне упраса хăварма ỹкĕте кĕртме май килчĕ. _ Çапах та çие юлнине пĕлсен варти пепкин пурнăçне татас шухăшлă хĕрарăмсем чылай-ха. Мĕнле сăлтавсене пула тăваççĕ-ха вĕсем çак утăма? _ Аборт сиенĕ çинчен нумай тата çивĕч калаçаççĕ. Хырăм пăрахассинчен май пур таран пăрăнма тăрăшмаллине кашни хĕрарăм пĕлет. Апла пулин те çемьери укçа-тенкĕ лару-тăрăвĕ йывăр пулнăран, упăшки пулăшманран, арăмĕ майлă пулманран, кил-çурт условийĕ япăхран, ĕç карьерине татма тивнĕрен тата ытти хăш-пĕр сăлтавпа ача пăрахатех. _ Аборт хĕрарăм организмне кỹрекен сиенсем пирки тĕплĕнрех каласамăр. _ Ача пăрахмалли операцие опытлă специалист тусан та хĕрарăм сывлăхĕ сиен тỹсме пултарать. Организм аптăраса ỹкет, нерв, иммунитет, гормон тытăмĕсен ĕçĕ пăсăлать. Хĕрарăм ытларах ывăнать, вĕчĕрхенет, япăх çывăрать... Пĕр сăмахпа каласан, организм хавшанăран инфекци çăмăллăнах кĕме пултарать. Аборт хыççăн сывлăхпа çыхăннă хăш-пĕр йывăрлăхсем _ юн юхса тăни, амалăх шыçни, тасатсах çитереймен аборт _ тỹрех палăраççĕ, хăшĕсем вара _ хĕсĕр пулни, вăраха кайнă шыçăсем, хырăм амалăхра юлманни, уйăх хушши пăсăлни _ тем вăхăтран тин çиеле тухаççĕ. _ Хырăм пăрахнă хыççăн тем вăхăтран хĕрарăм ача çуратма шут тытать тейĕпĕр. Унччен аборт туни çакна витĕм кỹрет-и? _ Кỹрет, паллах. Кун пек чухне хырăм ỹкесси пĕр аборт хыççăн 26 процент ỹсет, иккĕ хыççăн _ 32 процент, ытларах-тăк _ 41 процент. _ Ача пăрахас мар тесен хĕрарăмăн мĕн пĕлмелле? _ Çие юласран сыхланмалла. Хальхи вăхăтра шанчăклă контрацептивсем чылай. Хĕрарăма ку енĕпе сĕнỹ кирлĕ пулсан вĕсем пирĕн пата килме пултараççĕ, эпир яланах пулăшма хатĕр. Çав хушăрах çие юласран халăхра анлă сарăлнă сыхланмалли шанчăксăр мелсемпе усă курнăран та кайран ача пăрахма шутлаççĕ. Çие юлчех пулсан та нихăçан та хăвăр тĕллĕн хырăм пăрахма ан шутлăр теес килет хĕрарăмсене. Кун пек чухне специалистпа канашлани аванрах. _ Темле пулсан та районта пепкисем кун çути курасса чăтăмсăррăн кĕтекен çемьесем ытларах пулĕ-ха? _ Кăçалхи ултă уйăх хушшинче районта 76 ача çуралнă. Хальхи вăхăтра пирĕн патра учетра ача кĕтекен 62 хĕрарăм тăрать. Чи кирли вăл _ кашни пепке телейлĕ çуралтăр. Хĕрарăм сывлăхне тата ача пурнăçне упраса хăварассишĕн общество мĕн кирлине пĕтĕмпех тутăр. _ Тавтапуç калаçушăн. А.КАРПОВА калаçнă.