14 июля 2014 г.
Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшу парсах тăрать. 2007 çултанпа иккĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасене çуратакан амăшĕсем федераллă амăшĕн капиталне тивĕçеççĕ, 2012 çултанпа вара виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ача çуратакансем _ Чăваш Республикин амăшĕн капиталне. Пирĕн районта та нумай ачаллă çемьесем чылай. Акă Траль-кассинчи Алинăпа Владимир Мурайкинсен çемйине кăçалхи февраль уйăхĕнче "ылтăн кайăк" вĕçсе кĕнĕ. Аслисем, 8-мĕш класран вĕренсе тухнă Анастасия тата 2-мĕш класс пĕтернĕ Елена, Тимофей шăллĕне питĕ хавас. Виççĕмĕш ачи ывăл пулни уйрăмах çемье пуçне савăнтарать _ ара, арçыннăн хăйĕн ĕмĕрĕнче йывăç лартмалла, çурт çĕклемелле, ывăл çуратса ỹстермелле теççĕ-çке. Хĕрлĕ Чутай салинчи Маринăпа Илья Гавриловсен çемйинче вара кăçал иккĕмĕш ача _ Михаил _ çуралнă. Асли, тăватă çулхи Софья, пĕчĕк шăллĕ çуралнишĕн кăмăллă. Ара, хальлĕхе вăл ытларах çывăрать кăна-ха. Ỹсерехпе вара аппăшĕпе вылĕ. Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче Мурайкинсемпе Гавриловсен çемйисем федераллă амăшĕн капиталĕн сертификатне тивĕçрĕç. Хальхи вăхăтра федераллă амăшĕн капиталĕ 429 408 тенкĕпе танлашать, республикăн _ 100 пин тенкĕпе. Пантьăкри Марина Шахмайкинана уявра Чăваш Республикин амăшĕн капиталĕн сертификатне парса чысларĕç. Марина Ивановна кăçал виççĕмĕш ачине _ Вероникăна _ кун çути парнеленĕ. Аслă ывăлĕсем _ Максимпа Игорь _ хăйсене "пичче" текен йăмăкĕ çуралнăшăн питĕ савăнаççĕ. А.КАРПОВА.