14 июля 2014 г.
Хальхи вăхăтра "гражданла мăшăрланура тăракансем" тесе хăйсен ирĕкĕпе пĕрле пурăнакансене, пĕр хуçалăх тытса пыракансене калаççĕ. Мĕн те пулин тивĕçтермесен е килĕшмесен вĕсем уйрăлса каяççĕ. Ытларах чухне 18-25 çулхи çамрăксем çырăнмасăр пурăнма кăмăллаççĕ. Ара, чĕрере вĕçсĕр-хĕрсĕр юрату, телейлĕ пуласлăх... Анчах аслăланнăçемĕн нумайăшĕн шухăшĕ улшăнать _ çирĕп те хăтлă çемье çавăрас килет. Çапах та çырăнмасăр пурăнни лайăх е япăх? Мĕнле хакламалла ăна? Чăнах та, хут уйăрттарманни арçыншăн аван. Паян вăл пĕринпе, ыран тепринпе çакăн пек пурăнаять. Чыса çухатнă хĕр вара кама юрăхлă пулĕ? Ача çуралсан алиментне епле шыраса илмелле? Çакă та кăсăклă: çырăнмасăр пурăнакансенчен 80 проценчĕ Мăшăрлану керменне çитеймест. Тĕпчевçĕсем сăнанă тăрăх, кун пек çемьесенче пепкесем хавшакрах çуралаççĕ. Ахăртнех, ку амăшĕ ача кĕтнĕ вăхăтра пĕччен юласран хăранипе, пăшăрханнипе çыхăннă. Çавăнпах-тăр, психологсем те гражданла мăшăрланура йăха тăсасси пирки тĕплĕн шухăшласа пăхма сĕнеççĕ. Хут уйăрттармасăр пурăннине чылайăшĕ çемье пурнăçне хăнăхни, репетици ирттерни тесе тỹрре кăларма пăхать. Вĕсен шухăшĕпе, пĕр-пĕрне хăнăхмасăр, лайăх пĕлмесĕр Турă пỹрнине тупма çук. Анчах чиркỹ те çамрăксем мăшăрланмасăр пурăннине хирĕçлет, пысăк çылăха кĕнипе танлаштарать. Гражданла мăшăрланăвăн лайăх енĕ те пур тесе ĕнентересшĕн медицина психологĕсем. Çырăннă мăшăрсен юратăвĕ çулсем иртнĕçемĕн сĕвĕрĕлет, хăнăхăва куçать имĕш. Пĕрлешмен арçынпа хĕрарăмăн туйăмĕ вĕрирех, вĕсем пĕр-пĕринпе ачашрах, çепĕçрех. Чылай чухне этемлĕхĕн черчен çуррийĕ хăйĕнчен вăйлăраххине юрама тăрăшать, ăна çухатасран хăрать. Вăл хăйне качча тухма ыйтасса 3-8 çул таранах кĕтет. Юратнă çыннин нумай-нумай çитменлĕхне асăрхать пулсан та куçне хупать, шанăçне çухатмасть. Паспортра пичет лартсан арçын улшăнать тейĕн. Хальхи вăхăтра çырăнмасăр пурăнас йăла яла та çитрĕ. Çакă çемье пуçĕсем (чылай чухне хĕрарăмсем те) Мускава е ытти пысăк хуласене çỹреме тытăнсан пуçланчĕ. Арçынсем ют çĕрте çĕнĕ мăшăр тупаççĕ. Тăван килне илсе килекен те, лере юлакан та пур. Хăшĕ-пĕрин арăмĕ те нумай шухăшламасть: пĕр-пĕр хусахпа е авланнипех çĕре кĕскетме пуçлать. Çырăнмасăр пурăннине манăн тасамарлăхпа танлаштарас килет. Тасалăх çук çĕрте туйăм та, хутшăну та хитре пулмасть. Е.АНТОНОВА.