14 июля 2014 г.
Районти вунă фельдшерпа медицина сестрине 1941-1945 çулхи вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн медальпе наградăланă. Вĕсем хушшинче Ишеккассинчи фельдшер пунктĕнче халăх сывлăхне сыхлама чунне парса тăрăшнă Александра Васькова фельдшер ячĕ те пур. Аслă ăрурисем ăна паян та ырăпа асăнаççĕ. Вăрçă хыççăн та нумай çул ĕçлерĕ Александра Петровна. Улатăртан килнĕскер ялта çуралса ỹснĕ пекех чăвашла калаçма вĕренчĕ, кунтах çемьеллĕ пулчĕ. Çынсем кăшт чирлесенех ялти тухтăр патне васкатчĕç, сĕнỹ-канаш ыйтатчĕç. Вăл эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа та сывататчĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче йывăр самантсем те пулнă тухтăр ĕçĕнче. Хальхи пек васкавлă пулăшу машинисем пулман. Ача çуратакана та больницăна утпа леçмелле пулнă. Çак ĕç пĕтĕмпех ялти тухтăр çине тиеннĕ. Хыпар Шура (çапла чĕнетчĕç ăна ялта) патне çитсен вăлах пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ панă, хăех лашасен витине чупса дежурнăй конюха лаша кỹлме васкатнă. Тепĕр чух хĕллехи сивĕ каç больницăна çитичченех, çуна çинчех, çут тĕнчене килнĕ çĕнĕ чун сасси илтĕннĕ. Кун пекки сахал мар пулнă унăн ĕçĕнче, кашнинчех çын пурнăçне çăлнă. "Чăннипех тивĕçлĕ пулнă ялти тухтăр ку медале", _ теççĕ паян та Александра Васькована аса илсе сума сăвакансем. А.ШВЕШКЕЕВ.