14 июля 2014 г.
Çулталăк каялла санаторире кантăм. Тĕп корпусра Кĕлпук Мучин ывăлĕпе Владимир Никитинпа паллашма тỹр килчĕ. Унччен шăпах "Тăван Атăл" журналта Ефим Никитин аса илĕвĕсене вуланăччĕ. 1977 çулта паллă юмах ăстипе тĕл пулни куç умне тухса тăчĕ. Элĕк районĕнчи Тавăт шкулĕн директорĕ Гурий Анисимов министерствăна тухса кайрĕ, мана, хăйĕн çумне, ĕç хушса хăварчĕ: ыран пирĕн пата Шупашкартан Чăваш патшалăх драма театрĕн артисчĕсем çитмелле, вĕсене кĕтсе илмелле, канма вырăн хатĕрлемелле. Тепĕр кун кăнтăрла иртсен пỹлĕме 50 çулсенчи арçын кĕрсе тăчĕ. Унăн сассине илтнĕн туйăнчĕ-ха, çапах та тỹрех палласа илеймерĕм. _ Эпĕ _ Кĕлпук Мучи, _ алă тăсрĕ вăл. _ Ялта спектакль лартнă хыççăн артистсем шкул интернатĕнче канасшăн. Ку ыйтупа маларах калаçса татăлас тесе килтĕм. Çивĕч чĕлхеллĕ артист нумай пуçлăха канăç паман çав вăхăтра. Радио кăларăмĕсенче çитменлĕхе, чунсăрлăха шỹт урлă питлетчĕ вăл. Кулăш ăсти пирĕн ĕçри шăйрăксене курасран хăраса чун юлмарĕ, кашни сăмаха асăрханса та шухăшласа калаçрăм унпа. Кĕлпук Мучи манран уйрăлмарĕ: эпĕ ăçталла, вăл та çавăнталла утрĕ. Пĕр çухрăмра вырнаçнă пĕвене шыва кĕме кайрăмăр. Эпĕ ишнĕ хушăра мана çыран хĕрринче кĕтсе ларчĕ. Çĕрле çумăр вăйлă çунăччĕ. Асфальт сарман çулсем аркансах пĕтнĕччĕ, машинăсем лупашкана кĕре-кĕре ларчĕç. Артистпа 4 сехет пĕрле ирттертĕмĕр. Каç кỹлĕм спектакль пуçланмаллаччĕ. Лавккапа юнашар уçă сывлăшра сцена хатĕрленĕ. Халăхĕ те пухăнчĕ, артистсем çаплах килсе çитеймен-ха. Кĕтсе ывăннă çынсем саланма тытăнчĕç. Кĕлпук Мучи лару-тăрăва хăй аллине илчĕ, сцена çине хăпарчĕ. Вăл юптарма тытăнсан куракансем ахăлтатни таврара янăраса тăчĕ. 20 минут та иртрĕ, 30... Театр ĕçченĕсем çук та çук. Халăха пĕр сехет култарнă хыççăн Ефим Никитинăн сасси çĕтрĕ те ларчĕ, арçын калаçми пулчĕ. Юрать-ха, çав самантра Шĕмшеш енчен автобус килни курăнса кайрĕ. Спектакль хыççăн сцена ăстисем канса тăмарĕç, çĕр варринчех Шупашкара вĕçтерчĕç. Кĕлпук Мучин ывăлĕпе Владимирпа чылайччен калаçрăмăр. Вăл ашшĕнчен самай çỹллĕ, сарлака кĕлеткеллĕ. Владимир Ефимович санаторире концерт кăтартнăччĕ. Халĕ те вăл гитарăна çурăм хыçне çакса янă. 18 çултанпа çак инструмент унăн аллинчен каймасть-мĕн. Юлташĕсем пулăшнипе тĕрлĕ çĕрте концерт йĕркелет. Çапах та вăл пурнăçне юрă-кĕвĕпе кăна çыхăнтарман. Заводра слесарь-ремонтникра та тăрăшнă, волейбол выляс енĕпе республикăра чемпион ятне тивĕçнĕскер тренерта та ĕçленĕ. Эпир ыйтнипе вăл В.Высоцкий, Б.Окуджава репертуарĕсенчи юрăсене шăрантарчĕ. Вăрмар районĕнчи Арапуçĕнчи тавра пĕлỹ музейне, унта Ефим Никитина халалланă кĕтес пур, ывăлĕ чылай экспонат парнеленĕ. Çынсем унăн ашшĕне манманшăн, хисепленĕшĕн мăнаçланать Владимир Ефимович. Кĕлпук Мучипе тата унăн ывăлĕпе тĕл пулнă самантсем манăн пурнăçра тарăн йĕр хăварчĕç. Владимир ЕГОРОВ, Элĕк районĕ.