14 июля 2014 г.
Ỹсен-тăран карантинĕ енĕпе асăрхав ĕçĕсем ирттернĕ май çулран-çул пĕр евĕрлĕ йĕркесĕрлĕхсем тĕл пулаççĕ: хуçалăхсенче сăтăрçăсене тупса палăртас тĕллевпе ятарласа тĕпчевсем ирттерменни е карантин фитосанитари йĕрки çирĕплетнĕ зонăсенчен продукцие сертификатсăр илсе килни, е "Карантин продукцийĕн переченьне" кĕртнĕ пахча çимĕçе, улма-çырлана тата ытти япалана Чăваш Ене илсе çитерни çинчен пĕлтерменни. Кунта çакна каласа хăвармалла, ăçта та пулин уйрăмах вăйлă сиен кỹрекен сăтăрçă е чир тупса палăртсан унта карантин фитосанитари йĕркине çирĕплетеççĕ. Çак зонăран карантин продукцие ятарлă сертификатсăр (ăна вара тĕплĕ тĕпчев ирттернĕ хыççăн тата чир-чĕр е хурт-кăпшанкă тупмасан тин параççĕ) илсе тухма юрамасть. Çак йĕркене пăхăнманни _ пĕр-пĕр муршăн çĕнĕ территорисене "çĕнсе илмешкĕн" çул уçнипе танах. Уйрăмах çуркунне хăрушлăх пысăк, мĕншĕн тесен республикăна ют регионсенчен вăрлăх та, чечек хунавĕ те, йывăç-тĕм те, пахча çимĕç те, улма-çырла тата ыттине те кỹрсе килеççĕ. Анчах та вĕсене пур чухне те тĕпчеттермеççĕ. Çавăнпах-тăр Канаш тата Комсомольски районĕсенчи фермăсем çывăхĕсенчи усă курман çĕрсем çинче вĕлтрен пурçăнĕ (повилика европейская) хунаса кайнине тупса палăртнăччĕ иртнĕ çулсенче Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕсем. Канаш станцийĕ çывăхĕнче вара _ уй-хир пурçăнне (повилика полевая). Улатăр хулинче амбрози (амброзия трехраздельная) çум курăка вара "хитре чечек" тесе кăкласа пăрахманни çинчен каласа панă унта пурăнакансем. Сỹслĕ шăши тикенекĕн (череда волосистая) вăррине вара кунта килекен продукципе кашни çулах тупса палăртаççĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Кăçал ăна Аргентинăран илсе çитернĕ соя шпротĕнче асăрханă. Чĕррисем пулман пулин те темиçе партие (пĕри _ 272 тонна, тепри _ 276 тонна) ятарлă технологипе сиенсĕрлетме тивнĕ. Тĕлĕнмелле, унăн пĕр ỹсен-тăранĕ çинче 6 пин таран вăрă пулаять. Америкăра, Африкăра, Австралире, Португалире, Испанире тата Азири нумай çĕр-шывра сарăлма ĕлкĕрнĕ мур пахчара кăна мар, уй-хирте те, çул хĕррисемпе те аван ỹсет. Тухăçа самай чакарать тата çỹпĕлентерет вăл. Хăш-пĕр чухне вара илемлĕ кĕл чечексенех тĕп тума тивет. Акă июнь уйăхĕнче 100 тĕмрен хăтăлнă. Лабораторире тунисенче Калифорни чечек трипсне асăрханă. Вăл килти калчасене тата çеçкесене пĕтереет. Çулçăсем тĕссĕрленни, путăк-шăтăксем йышланса кайни, типме пуçлани сăтăрçă çакланса килнине систерет. Мур кĕл чечексен, хризантемăсен, герберсен папкисенче уйрăмах вăйлă аталанать. Папка вĕçĕсем çак нăрăсем кăларакан сахăр евĕрлĕ шĕвекпе çыпçăнса лараççĕ те _ чечек япăх тата хитре мар çурăлать. Кăчкăсенчен тата папкасенчен ăна кăларма питĕ кансĕр. Вăрлăх хутаççисенче те сăтăрçăсем сахал мар тупăнаççĕ: пурçăн, амбрози, ипомея, сăмахран. Улма-çырла урлă та кĕтмен "хăнасем" çакланса килееççĕ. Иран кивийĕнче, сăмахран, кăçал тутовăй щитовка тупса палăртнă. Çакскер ỹсен-тăран сĕткенĕпе тăранса пурăнать. Çавна май пан улми, груша, слива, хĕрлĕ тата хура хурлăхан, чие çырлин çимĕçĕ вĕтĕленет тата сахалланать. Уйрăмах çамрăк хунавсемшĕн хăрушă, асăннă нăрă тапăнсан вĕсем 1-2 çултан пĕтеççĕ. Пахча çимĕçе те, вăрман йывăççисене те суйласа тăмасть. Самара облаçĕнчен кỹрсе килнĕ хĕрлĕ кăшман çинче вара çĕр улмин ылтăн нематоди "йĕр хăварнă". Вăл чĕрĕ пулманран çапла каларăм. Анчах та кăçал чĕрри пан улми тĕмми çинчи тăпрапа "явăçса" тухнă тĕслĕхе çиеле кăларнăччĕ. Тĕм лартнă лаптăкри çĕре лабораторире тĕпченĕ. Çав вырăн асăннă карантин объектĕнчен чăнах та пуян пулнă иккен. Тĕрлĕ мур ыйтса килмест çав. Çĕр улми нематоди "чĕнмесĕрех" республикăра районтан района куçса пырать тесен те йăнăш пулмĕ. Ăна 18 районта тупса палăртнă. Вăл чирлĕ тăпрапа та, вăрлăхпа та çăмăллăнах пĕр лаптăкран теприне куçать. Çăмăллăнах пырса кĕрет-ха та, хăтăлма вара пачах та ансат мар. "Сиплениччен асăрханасси йỹнне ларать," _ тени ирĕксĕрех аса килет кун пек чухне. Çавăнпа та пахалăха тата тасалăха çирĕплетекен документсемсĕр çакăн йышши таварсене туянма иккĕленĕр. Лабораторире тĕрĕслеттерни шиклĕхе сирет теççĕ специалистсем. Надежда ВАСИЛЬЕВА, управлени ĕçченĕ.