АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе тĕллевлĕн усă курмалла

16 июля 2014 г.

Ĕмĕр пурăнса ирттернисем урăх çын йăнăшĕнчен вĕренме хушнă. Анчах пурнăçра нумайăшĕ хăйĕн йăнăшĕнчен пĕтĕмлетỹ тăвать çав. Çĕр асăрхавĕ енĕпе ирттернĕ тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕ те, акă, çакна çирĕплетет çеç. Пулăхлă çĕр автостоянка валли мар Шупашкар районĕнчи акционерсен пĕр уçă обществи 1 гектар пулăхлă тăпрана сая яни çинчен çырнăччĕ. Çĕнĕ Шупашкар çывăхĕнчи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче автостоянка хута янă вăл. Çавăнта тăпра строительство материалĕсемпе - хăйăрпа, вĕтĕ чулпа - хутăшса пĕтни тỹрех куçа тăрăнатчĕ. Обществăна Çĕр саккунĕсене пăхăнманшăн РФ КоАП-ĕн 8.6 статйин 2 пайĕпе айăпланăччĕ. Предприяти управленин йышăнăвне хирĕçлемен, 30 пин штрафа вăхăтра тỹлерĕ. Анчах та штраф тỹлени сиене саплаштарассинчен хăтармасть-çке. Çĕре сиен кỹнин шайне РФ Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви çирĕплетнĕ меслетпе шутласа кăлараççĕ специалистсем - 8 миллион! Кунпа, паллах, общество килĕшесшĕн пулмарĕ. Анчах суд йышăнăвне пурнăçламаллах. Пĕлтĕр асăннă суммăна Шупашкар район бюджетне куçарчĕç. Çак ĕç-пуç тĕлĕшпе пăнчă лартрĕç кăна çакнашкал тепĕр лару-тăрăва уçăмлатас ĕçе пуçарма тиврĕ Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕсен. Комсомольски район администрацийĕ пĕр усламçа 49 çуллăха ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр арендăна панă. Анчах 0,5 гектарпа хăй пĕлнĕ пек усă курма шут тытнă çакскер. Йĕри-тавра тимĕр карта тытнă, шалта вара автокран, трактор, заправка вырнаçтарнă. Тĕрĕслев пулнă самантра унта хуралтă таврашĕ те пулнă, ангар тума пуçланă. 0,11 гектар çинче хăйăр та, вĕтĕ чул та, кирпĕч те, тимĕр пăрăхсем те выртнă. Аренда килĕшĕвĕнче вара стоянка йĕркелесси пирки сăмах та пулман. Çак лаптăкри тăпрана сиен кỹни 1 миллион тенкĕпе танлашнă. Шар курать чăваш çĕрĕ магистраль пăрăхĕсем хунă май Çĕрĕн çиелти сийĕ тĕрлĕ ĕç вăхăтĕнче те сиенленнине палăртаççĕ инспекторсем. Пĕлтĕр, сăмахран, Управление магистраль пăрăхĕсем хунă чухне акма-лартма юрăхлă çĕрсем шар курни пирки Шупашкар çынни пĕлтернĕччĕ. Çĕрпỹ районĕнчи Конар ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă пĕр лаптăкра пăрăхсем купаласа хунă-мĕн. 29,3 гектара хуçи юхăнтарса яни тỹрех куçа тăрăннă. Çум курăк айне пулнă лаптăк тăрăх йывăр ятарлă техника çỹренĕ май пулăхлă сий япăхланнă: вăл тăмпа хутăшса пĕтнĕ. Айăплине палăртма административлă тĕпчев пуçарнă. Чăннипе, газ е нефть пăрăхĕсем хунă е автоçулсем тунă чухне çĕрĕн паха сийне вырăнтан тапратнă тĕслĕхсем кашни çулах тенĕ пек тĕл пулаççĕ. Сăмахран, виçĕм çул Шупашкар районĕнче кăна кунашкал 3 тĕслĕхе шута илнĕ. Ун чухне юридици сăпатĕнчи çынсене 65 пин тенкĕлĕх штрафланăччĕ. 3 общество пулăхлă тăпрана кỹнĕ сиен вара - 4,5 миллион тенкĕ! Палăртмалла, иккĕшĕ хăйсен вăйĕпе çĕрсене ял хуçалăхĕнче усă курмалла юрăхлатнă. Ыттисен вĕсенчен тĕслĕх илесчĕ те çав. Хăш-пĕр чухне çак ĕçе ирттерсен те тавлашуллă калаçмалли сăлтав тупăнать. Пĕлтĕр, акă, Куславкка район администрацийĕнчен килнĕ çыру инспекторсене çула кăларать. Ахальтен пăшăрханман унта. Нефть пăрăхĕсем хунă пĕр лаптăкри пулăхлă тăпра унта та кунта купаланса выртнă. Паллă, техника рекультивацине ячĕшĕн кăна ирттернĕ. Пахалăхсăр ĕçшĕн административлă яваплăх пирки аса илтермесĕр май килмен. Кăçал та Куславкка районĕнче административлă тĕпчев ирттерме сăлтав тупăннă. Тимĕр пăрăхсене улăштарнă май Çĕр саккунĕсене пăсни пирки систернĕ унтан. Чăнах та, пулăхлă сие упраса хăварассишĕн çунман Тутарстанри пĕр общество: кăпăшка çĕре тăмпа хутăштарса янă. Самара тата Чĕмпĕр облаçĕсен çыннисем демонтаж ĕçĕсене йĕркеленĕ. Ĕçе пурнăçлакан подрядчик вара ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинчи ĕç йĕркине пăхăнман. Чи малтанах рекультиваци проекчĕ хатĕрлемеллине те пĕлмен-ши вара вĕсем? Темле пулсан та обществăн çитменлĕхсене пĕтермеллех. Çакна калас килет, ял хуçалăх ĕçĕнчен писнĕ чăвашсен йышĕ, чăнах та, халĕ пĕчĕк мар. Анчах çĕр пахалăхĕпе тата аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене çывăха илекен те сахал мар. Пай çĕрсем çинчи тата уйсенчи йĕркесĕрлĕхсене асăрхаса, вĕсене пĕтерме çине тăракансем пур-тăк шанăç пĕтмен-ха.

Надежда ВАСИЛЬЕВА, управлени ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика