21 июля 2014 г.
Правительство çуртĕнче июлĕн 15-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ ячĕпе Чăваш Енĕн ятлă-сумлă çыннисене Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисемпе чысланă. Уяв мероприятине пухăннă мăшăрсем чылай çул пĕрле пурăнса юратăва упраса, çемье ăшшине сыхласа хăварма пултарнă, пархатарлă ывăл-хĕр çуратса халăха юрăхлă çитĕнтернĕ. "Сире паян наградăсемпе чысламашкăн мана уйрăмах кăмăллă. Ачасене пăхса ỹстересси, таса юратăва упраса хăварасси _ чăн-чăн телей кăна мар, пысăк яваплăх та... _ тенĕ республика Пуçлăхĕ савăнăçлă мероприятие уçнă май. _ Ача сасси янăраса тăракан çемье йышлансан малашлăх тăнăçлă пуласси иккĕлентермест. Сире орден-медаль илнĕ ятпа ăшшăн саламласа юратупа телей сунатăп". Çемье институтне тĕреклетмешкĕн сумлă тỹпе хывнă мăшăрсен пысăк ушкăнĕ Чăваш Республикин наградине _ "Юратупа шанчăклăхшăн" ордена _ тивĕçнĕ. Вĕсен йышĕнче пирĕн районти Шулюра пурăнакан Михопаркинсем те пур. Николай Николаевичпа Зинаида Антоновна пĕрле 50 çул пурăнаççĕ, виçĕ ачана кун çути парнелесе тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕ. Асли, Николай, Шупашкарта "Смак" корпорацийĕсем" пĕрлешỹре техника директорĕнче тимлет, вĕсем мăшăрĕпе виçĕ ача ỹстереççĕ. Валентина хĕрĕ _ медицина сестри, тĕп хула больницинче вăй хурать, унăн _ икĕ ача. Александр ывăлĕ _ районти полици уйрăмĕн начальникĕ, мăшăрĕпе тата виçĕ ачипе Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнать. А.КАРПОВА.