21 июля 2014 г.
Нумаях пулмасть Правительство бюджета пурнăçлани çинчен калакан малтанхи отчетпа паллаштарчĕ, çавна май ĕç тăвакан власть органĕсен 2014 çулăн пĕрремĕш çурринчи ĕçне пĕтĕмлетрĕ. 2014 çулхи бюджета РФ Бюджет кодексне 2013 çулта (ун чух субъектсене бюджета программа формачĕпе йĕркелеме хушнăччĕ) улшăнусем кĕртнине шута илсе йĕркеленĕ. Пирĕн республика программăсенчен калăпланă бюджета 2013 çултах хатĕрленĕ, республикăн çав вăхăтра ĕçленĕ тĕллевлĕ 98 программине тĕпе хунă. Чăваш Ен саккунĕсене улшăнусем кĕртнĕ хыççăн республикăн 2014 çулхи бюджетĕнче патшалăхăн 15 программине никĕсе хывнă. Республика бюджечĕн "программа тăкакĕсен" тỹпи кăçал тăкаксен пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче 99 процентпа танлашать. Оперативлă кăтартусем тăрăх _ июль уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне консолидациленĕ бюджета тупăшсем тĕлĕшпе 21 млрд та 229,9 млн тенкĕлĕх пурнăçланă, ку çулталăк планĕн 50,6 проценчĕпе танлашать. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе шайлаштарсан ỹсĕм 4 процента çитнĕ. Çав шутра хамăр тупăшсем _ 13 млрд та 345,4 млн тенкĕ, 4,8 процент хушăннă. Чăваш Енĕн консолидациленĕ бюджетĕнчи хамăр тупăшсен тытăмĕнче çулталăкăн пĕрремĕш çурринче налук тупăшĕсем 87,3 процентпа танлашнă, налук мар тупăшсем _ 12,7 процент. Консолидациленĕ бюджета хывнă налук тупăшĕсен виçи _ 11648,1 млн тенкĕ, иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 2,7 процент ỹснĕ. Çав шутра организацисен тупăшĕнчен илнĕ налук _ 2516,2 млн тенкĕ (5,5 процент ỹснĕ), уйрăм çынсен тупăшĕнчен _ 4803,6 млн тенкĕ (9,1 процент). Тăкаксене илес-тĕк _ июль уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсем 20 млрд та 495,4 млн тенкĕ пулнă, пĕлтĕрхинчен 10,9 процент ỹснĕ. Çав шутра социаллă политика валли кайнă тăкаксем _ 3594,2 млн, вĕрентỹ валли _ 7499,8 млн, сывлăх сыхлавĕн, физкультурăпа спорт тăкакĕсем _ 3603,1, наци экономикин _ 2861,3 млн тенкĕ. Çĕр-шыв правительстви регионсене халăх пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатма, çынсен социаллă хỹтлĕхне çирĕплетме хистет, Раççей Президенчĕн "май уйăхĕнчи" указĕнче шăпах çак тĕллевсене палăртнă. Владимир Путин çав указсенче экономикăри, социаллă политикăри, сывлăх сыхлавĕнчи, вĕрентỹпе наукăри пысăк план кăтартăвĕсене çирĕплетнĕ. Патшалăх ертỹçи хăй те интервьюсенче пĕрре кăна мар йышăннă: Правительство тата регионсен влаçĕсен умне лартнă тĕллевсене ятарласа ỹстеререх палăртнă. Вăл указсене мĕнле пурнăçланипе тĕпрен илсен кăмăллă, анчах ĕçлемелли те нумай-ха. Малти регионсен шутне пирĕн республика та кĕрет: вырăнти власть органĕсен ĕçĕн кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Ен "май уйăхĕнчи" указсен индикаторĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе чи лайăх 8 субъект йышне кĕнĕ. Халăхăн социаллă хỹтлĕхне çирĕплетнĕ май республикăра экономикăн чăн секторĕ валли укçа уйăрас енĕпе çине тăрса ĕçленине те палăртмалла. Чылай регионта çак тăкаксем чакни палăрать пулин те Чăваш Енре наци экономикине тĕревлекен укçа виçи пысăкланса пырать. 2013 çул кăтартăвĕсем тăрăх ỹсĕм хăвăртлăхĕ 123 процентпа танлашнă. Раççейĕпе ку цифра _ 108 процент, Атăлçи округĕнче _ 104 процент. Çакна та каламалла: Раççей Финминĕ 2013 çул кăтартăвĕсем тăрăх ĕç тăвакан власть органĕсен ĕç-хĕлне хакласа палăртнă рейтингра республика чи лайăх 20 регион шутне кĕнĕ. Moody,s агентство аналитикĕсем тĕпченĕ тăрăх _ Чăваш Республикин çирĕплетнĕ эмитент рейтингĕсем парăм калăпăшĕ виçеллĕ пулнине палăртаççĕ, агентство ку виçе малашне те çак шайра юлассине, бюджет шайлашулăхĕн кăтартăвĕсем лайăх пулнине палăртнă. К.СЕМЕНОВ.