21 июля 2014 г.
Районти потребительсен обществин ĕçченĕсем кашни çулах хăйсен професси уявне савăнăçлă лару-тăрура паллă тăваççĕ, пысăк кăтартусемпе ĕçлесе пыракансене Кооперативсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ ячĕпе Хисеп грамотисем тата укçан преми парса чыслаççĕ. 2014 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче тавар çаврăнăш планне пысăк процентпа тултарнăшăн пысăк лавккасем хушшинче: - универмагпа Атнарти 1-мĕш номерлĕ лавкка 1-мĕш вырăна, Штанашри лавкка _ 2-мĕшне, Яманкассинчи лавкка тата Хĕрлĕ Чутайри пулă лавкки 3-мĕш вырăна тата Хисеп грамотине тивĕçнĕ; пĕчĕк лавккасем хушшинче: - Сорăмри лавкка 1-мĕш вырăна, Кĕрлеври _ 2-мĕш, Анат Çĕрпỹкасси лавкки 3-мĕш вырăна тата Хисеп грамотине тивĕçнĕ. 2014 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче тавар çаврăнăш планне тултарас ĕçре пысăк çитĕнỹсем тунăшăн _ ĕçлекен пĕр çын пуçне тивекен тиевпе _ Штанашри йышăну пунктне (1-мĕш вырăн), аптекăна (2-мĕш вырăн), Çĕн Атикасси лавккине (3-мĕш вырăн) Хисеп грамотипе наградăланă. А.КАРПОВА. Автор сăн ỹкерчĕкĕ.