АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн пĕчĕкрен çăкăр мĕнрен пулнине вĕренсе ỹсеççĕ

21 июля 2014 г.

Мĕн пĕчĕкрен çăкăр мĕнрен пулнине вĕренсе ỹсеççĕ

Эпĕ _ Енкĕлт ял старости. Район хаçатне çулленех çырăнса илетĕп, юратса пĕр сас палли сиктермесĕр вулатăп. Районти улшăнусем, пулни-иртни çинчен пĕлсех тăратăп. Июлĕн 9-мĕшĕнче пичетленсе тухнă хаçатăн пĕрремĕш страницинчи сăн ỹкерчĕкре хыçалти ретре хамăр ялти Максимовсене асăрхарăм. Çавăнпах вĕсем çинчен тĕплĕнрех çырса кăтартас шухăш çуралчĕ. Ĕлĕк-авалтанпах чăвашсем лайăх çемьесене ырăпа асăннă, хисепленĕ. Вĕсемпе хурăнташланса пурăнма тăрăшнă. Çирĕп çемье йĕркелесе пурăнма тата упрама çăмăл мар. Акă, Енкĕлтри Людмила Петровнапа Олег Аврамович Максимовсене илер-ха, вĕсене хамăр тăрăхра пĕлмен çын сахал. Мăшăр çемье чăмăртаса алла-аллăн пурнăç çулĕпе килĕштерсе утма тытăннăранпа çак уйăхра вăтăр çул çитет. Людмила Петровна _ "Пилеш" ача сачĕн воспитателĕ. Олег Аврамович тивĕçлĕ канура, "Шокăль" çывăхĕнче утар тытать. Вĕсем ывăлпа хĕре пурнăç парнелесе ура çине тăратнă. Алексей Шупашкарти Мускав районĕн судĕнче тăрăшать, Анюта та тĕп хуламăртах пенси фончĕн уйрăмĕнче вăй хурать. Тăван килте вĕсен ашшĕпе амăшĕ усрава илнĕ йăмăкĕсем çитĕнеççĕ. Пĕчĕклех Максимовсен ăшă та хăтлă çуртĕнче хỹтлĕх тупнă Маринăпа Настя иккĕшĕ те халĕ 15 çулта, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренеççĕ. Хĕр пĕрчисем ал ĕç тума та, компьютер таврашĕпе те чухлаççĕ. Ашшĕне хурт-хăмăр пăхма та пулăшаççĕ. Людмилăпа Олег Максимовсем вĕсене мĕн пĕчĕкрен çăкăр мĕнрен пулнине тата ăна мĕнле упрамаллине вĕрентсе ỹстереççĕ, кил хуçалăхĕнчи, сад-пахчари ĕçсене пурнăçлама хăнăхтарса пыраççĕ. Маринăна чăн-чăн хурт-хăмăр ăсти теме пулать, вăл пĕрмаях пыл хурчĕсемпе тăрмашма хатĕр. Ашшĕпе вĕлле хурчĕсене пăхнă саманта сăн ỹкерттерсе конкурса та тăратнă хĕр пĕрчи. Кăçалхи июнĕн 23-мĕшĕнче ЧР Вĕренỹ министерствин "Психологипе педагогика реабилитацийĕн тата коррекцийĕн центрĕ" вĕренỹ учрежденийĕ ирттернĕ "Аттепе эпир пĕтĕмпех пултаратпăр" конкурсра "Сăн ỹкерчĕк" номинацире пĕрремĕш тухма пултарнă, Диплома тата парнене тивĕçнĕ. Пирĕн куç умĕнчех хĕр пĕрчисем ỹссе пычĕç. Кĕçех ашшĕ-амăш çунатти айĕнчен вĕçсе тухса каймалли вăхăт та çитет вĕсен. Анчах эпир, ватăсем, куратпăр, Максимовсем ачасене лайăх воспитани парса, тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ. "Маттурсем!", _ тесе калас килет ман вĕсене! С.БАРИНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика