23 июля 2014 г.
Нумаях пулмасть почта ĕçченĕсен кунĕ пулчĕ. Калас пулать, паянхи почта _ çыхăну хатĕрĕ кăна мар, вăл экономикăн уйрăлми пайĕ. Хальхи вăхăтра почтăн ĕçĕ нумай енлĕ, унта мĕн кăна тума пулмасть-ши? Çыру е посылка таврашĕ ăсатма-йышăнма, укçа куçарма, хаçат-журнал, тавар туянма, банк карттисемпе ĕçлеме, тĕрлĕ тỹлеве пурнăçлама тата ытти те. Хĕрлĕ Чутай салинчи почта уйрăмне иртнĕ çул тĕпрен юсанă хыççăн унта кĕме те кăмăллă. Халăха йышăнакан операторсем те ялсенчен пынă çынсене хапăл туса йышăнаççĕ, тĕрлĕ ыйтăвĕсене туллин тивĕçтереççĕ. Кунти почта уйрăмĕнчи 16 çынран тăракан коллектива пилĕк çул ĕнтĕ пултаруллă çамрăк Василий Кораков ертсе пырать. Çак яваплă тивĕçе шанса париччен вăл хăйĕн ĕçлес пултарулăхне тĕрлĕ çĕрте вăй хурса туптанă: Атнарта почтальонра, унти почта уйрăмĕн начальникĕнче, Çĕмĕрлери почтамтра тĕрĕслевпе ревизи пайĕн инструкторĕнче тăрăшнă. 28 çулхи Василий Александрович производствăри пысăк кăтартусемшĕн тата професси уявĕ ячĕпе "Раççей почти" ФГУП филиалĕн - Чăваш Республикинчи почта çыхăнăвĕн Управленийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ. "Çыхăну уйрăмĕнчи ĕç мана питĕ килĕшет. Çавăнпа почтăра ĕçлетĕп", _ тет почта уйрăмĕн начальникĕ Василий Кораков. А.ЗАМУТКИНА.