23 июля 2014 г.
Районти полици уйрăмĕн следстви пайĕ Ж. хĕрарăм тĕлĕшпе пуçарнă уголовнăй ĕçе тĕпчет. Вăл Хăмаркка ялĕнчи çынсен укçисене вăрласа пурăннă. 2013 çулхи октябрĕн 2-мĕшĕнче 18 сехет тĕлнелле Ж. Хăмаркка ялĕнче Б. патĕнче хăнара пулнă. Хапсăнас тĕллевпех çак хĕрарăм сĕтел ешчĕкĕнчен вăрттăн кил хуçин 10 пин тенкине вăрланă. Вăлах кăçалхи мартăн 15-мĕшĕнче 12 сехет тĕлне М.-па пĕрле асăннă ялтах Б. патĕнче хăналаннă. Иккĕшĕ маларах калаçса татăлнă тăрăх кил хуçин 4 пин тенкине йăкăртнă. Июнĕн 8-мĕшĕнче вара ирхи 6 сехетре Ж. çак ялтах К. патĕнче пулнă. Укçашăн çунса çак хĕрарăмăн каллех ал тупанĕ кĕçĕтнĕ, ку хутĕнче вăл йывăç сунтăкри енчĕкрен кил хуçин 5 пин тенкине вăрланă. Июлĕн 15-мĕшĕнче 9 сехет тĕлне асăннă хĕрарăмах Хăмаркка ялĕнчи К. патĕнче хăнара пулнă. Хальхинче вăрă пỹлĕмре вырнаçнă иконостасран вăрттăн 13100 тенкĕ илсе тухнă. Ж. гражданка маларах та вăрă-хурахла ĕçсемшĕн суд тенкелĕ çине ларнă. Кăçалхи июнĕн 24-мĕшĕнче асăннă уголовнăй ĕç тăрăх ăна ниçта та тухса каймастăп тесе алă пустарнă, çавăн пекех хăйне йĕркеллĕ тытма хушнă. Анчах та Ж. çаксене шута илмен, çын укçипе пуяс шухăша пăрахăçлама та шутламан, кун евĕр тепĕр преступлени тунă. Çакă Ж. тĕрĕс çул çине тăма тĕллев лартманнине, тỹрленме шутламаннине çирĕплетет. Ку ĕçе суд пăхса тухиччен ăна тытса чарнă. Э.КОНДРАТЬЕВ, районти полици уйрăмĕн следователĕ.