23 июля 2014 г.
44 çул ачасене вĕрентнĕ Роберт Галимов. Çак ĕçе вăл 1963 çулта Шупашкарта учительсем хатĕрлекен курссене пĕтернĕ хыççăн пуçăннă. Çавăнтанпа хăйĕн пурнăçне шкулпа, çамрăк ăрăва вĕрентỹпе воспитани парас ĕçпе çыхăнтарнă. Малтан вăл Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта пуçламăш классенче тăрăшнă. Паллах, çăмăлах пулман çамрăк учителе пирвайхи утăмсене тума. Малалла мĕнле ăс пухасси пĕрремĕш учительтен нумай килнине тĕпе хурса Роберт Геннадьевич хăйĕн ĕçне чунтан юратса пурнăçланă, кашни вĕренекен чунĕ патне çул тупма тăрăшнă. Вăл ачасене питĕ юратнă, вĕсен хаваслă шавĕ уншăн темрен те паха пулнă. Учитель тивĕçне чĕре хушнипе суйласа илнĕ çамрăк педагог хăйĕн ĕçĕнче тĕрлĕ материалсемпе анлă усă курнă, кашни урока асра юлмалла йĕркеленĕ. Ачисем те вăл ирттернĕ уроксенче хаваспах вĕреннĕ, кашни урока тĕплĕн хатĕрленнĕ. Пуçламăш классенче тăрăшнă вăхăтрах Роберт Галимов шкулта пукане театрĕн кружокне йĕркелесе ярать. Шкул ачисем кунта пуканесен çи-пуçĕсене хăйсемех ăсталанă, çĕленĕ, тĕрленĕ. Ачасемшĕн çак кружок питĕ интереслĕ пулнă, вĕсене илемлĕхе курма, воспитани илме пулăшнă. Ахальтен мар 1967 çулта тăрăшуллă педагог ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çĕр-шывра тухса тăракан "Пуçламăш шкул" журналта çырса кăтартнă. Пултаруллă вĕрентекен хăйĕн ăсталăхне çултан-çул ỹстерсе пырать, ĕçленĕ вăхăтрах Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вырăс чĕлхипе литература уйрăмне вĕренсе пĕтерсе алла диплом илет. Кĕçĕннисен çитĕнĕвĕсемпе хавхаланса çамрăк учитель шкулта аслă классенче вĕренекенсем валли те çамрăксен театрĕн кружокне уçать, ăна ертсе пыма тытăнать. Кунти пултаруллă та талантлă шкул ачисем театр илемлĕхне туйма, сцена çинче тĕрлĕ рольсене выляма хăнăхса вĕренсе пынă. Кружока çỹрекенсем А.Пушкин, Н.Гоголь, А.Чехов, А.Гайдар тата ытти çыравçăсен произведенийĕсем тăрăх спектакльсем хатĕрлесе лартнă. "Шкул театрне çỹрекенсем шутсăр активлă, лара-тăра пĕлмен ачасемччĕ, анчах та çакă вĕсене вĕренỹре пĕрре те чăрмантарман. Ачасемпе хам та ача пек пулма тăрăшнă. Тепĕр тĕрлĕ каласан, эпĕ вĕсемпе пĕрлех ташланă та, юрланă та, тĕрлĕ сăнарсене те вылянă. Ачасене вĕренме интереслĕрех пултăр, вĕсен куçĕсенче савăнăç çиçтĕр, тавра курăмĕсем анлăланччăр тесе тăрăшаттăм", _ аса илет паян ĕç ветеранĕ. Çапла шкул театрĕ чи пултаруллисен шутĕнче тăнă, республикăри смотрсене хутшăнса лауреат ятне те пĕрре кăна тивĕçмен. Хĕрлĕ Чутайри шкул ачисен театрĕ нумай çамрăка пурнăç çулне суйласа илме май панă. Вĕсен шутĕнче: Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Вячеслав Оринов, Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем Николай Котеевпа Ирина Садовникова, паллă юрăç тата эстрада çăлтăрĕ Елена Османова тата ыттисем те. 1968 çулта Роберт Геннадьевич Серенкассинчи 8 çул вĕренмелли шкула ĕçлеме куçнă. Вăл учительте, шкул ертỹçинче вăй хунă. Роберт Геннадьевич кунта ĕçленĕ чухне те хăйĕн вĕрентес тата воспитани парас ăсталăхĕ пысăк пулнине çирĕплетсе панă. Вăл хăйĕн предметне лайăх пĕлнĕ, вĕренекенсенчен пĕр тан хытă ыйтнă. Вăл вĕрентнисенчен Валерий Орлов, Валерий Савинкин, Леонид Белов, Валентин Кантейкин тата ыттисем республикăри паллă çынсем пулса тăнă. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкула каялла ĕçлеме куçарсан ăна вырăс чĕлхипе литература учителĕсен методика пĕрлешĕвне ертсе пыма шаннă. Вĕрентекенсем унăн уçă урокĕсене кăмăлласа çỹренĕ, хăйсене валли яланах çĕннине тата усăллине тупнă. Ĕçчен çыннăн ĕçĕ те ăнать, теççĕ. Роберт Геннадьевичăн вĕренекенĕсем тĕрлĕ шайри олимпиадăсене хутшăнни, медальпе вĕренсе пĕтерни, юратнă учителĕн çулне суйласа илни унăн пысăк ăсталăхне çирĕплетеççĕ. "Ĕçне кура _ хисепĕ", _ теççĕ халăхра. Вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнчи çитĕнỹсемшĕн ăна пĕрре мар палăртнă. Унăн архивĕнче район тата республика шайĕнчи кăна мар, Раççей Федерацийĕн Вĕрентỹ министерстви панă наградăсем те пур. 2004 çулта вара Роберт Геннадьевич "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ята илме тивĕç пулнă. Роберт Галимов район пурнăçне хастар хутшăнать, культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре активлăх кăтартать. Вăл районти Культурăпа кану центрĕн халăх хорĕпе, агиткультбригада йышĕпе, Шупашкартан килнĕ театрпа ялсене тухса çỹрет, вырăнти артистсен смотрĕсене, ĕçпе юрă уявĕсене хутшăнма вăхăт тупать. Паян та спектакльсенче тĕрлĕ сăнарсене калăплать вăл. Роберт Галимов _ вăрçă ачи, çĕр-шывăмăрăн чи йывăр çулĕсенчен пĕринче, 1944 çулта, кун çути курнă. Вăрçă хыççăнхи нушаллă кунсемпе çĕрсене, çитмен пурнăçа тỹссе ирттернĕ. Унăн амăшĕ те, Анна Тимофеевна, вăрçă мĕн иккенне сăмахпа каласа панă тăрăх мар, хăй çапăçу хирĕсенче пулнипе пĕлнĕ. Вăрçă хыççăн вăл чылай çул Туктамăшри фельдшерпа акушер пунктĕнче тата Хĕрлĕ Чутайри тĕп больницăра медицина сестринче вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă. Мăшăрĕпе Роберт Геннадьевич ывăл çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паянхи кун вăл юрист пулнă май Шупашкарта суд тытăмĕнче вăй хурать. Ыран, июлĕн 24-мĕшĕнче, Роберт Геннадьевич хăйĕн пурнăçĕнчи паллă пулăма _ çуралнăранпа 70 çул çитнине _ паллă тăвать. Çак кунсенче сумлă юбилейне паллă тăвакан педагогика ĕçĕн ветеранĕпе хăй вăхăтĕнче Серенкассинчи, Хĕрлĕ Чутайри шкулсенче тата культура пайĕнче манăн та пĕрле юнашар ĕçлеме тỹр килнишĕн питĕ савăнатăп. Çынна вырăн йышăнни тата вăл пурăннă çулсем мар, унăн ĕçĕ-хĕлĕ илемлетет. Апла пулсан Роберт Геннадьевич Галимов пирки ĕçĕпе пысăк хисепе тивĕçнĕ учитель тесе чăннипех калама пулать. В.РОМАНОВ, Туктамăш ялĕ.