АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей Президенчĕпе тĕл пулнă

28 июля 2014 г.

Июлĕн 24-мĕшĕнче Мускавра Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Михаил Игнатьев çĕр-шыв ертỹçине 2012 çултан пуçласа республикăра демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнине пĕлтернĕ. Пĕлтĕр çуралакансен хисепĕ самай ỹсни палăрать, вăл 1027 çынпа танлашнă. Çак кăтарту паянхи куна та упранса пырать. Нумай ачаллă çемьесем юлашки икĕ çулта 11 процент ỹснĕ. Республикăри обществăлла политика лару-тăрăвне илес пулсан, 128 наципе 8 халăх ушкăнĕ пĕр-пĕринпе килĕштерсе, йăла-йĕркене тытса пырса тата упраса, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнаççĕ. Пирĕн тăрăхра пурăнакан кашни халăхăн йăли-йĕрки, культури Раççейĕн нумай енлĕ культурин уйрăлми пайĕ шутланаççĕ. Михаил Игнатьев Раççей Президентне республикăра пурăнакан граждансен пурнăç условийĕсене лайăхлатас, çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама пулăшас тĕллевпе йышăннă мерăсем çинчен те каласа кăтартнă. Калаçура шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсене хута ямалли программа епле пурнăçланса пыни пирки тата Чăваш Республикин кăçалхи социаллă экономика аталанăвĕн прогноз кăтартăвĕсем çинчен те сăмах пынă. ПĔЛМЕ: Раççей Президенчĕ 2012 çулхи май уйăхĕнче кăларнă указсемпе килĕшỹллĕн Чăваш Енре пур тĕллевлĕ кăтарту та пурнăçланса пыни куç кĕрет. Республикăра пурăнакансен январь-май уйăхĕсенчи вăтам ĕç укçи 20126 тенкĕпе танлашнă. Тухтăрсем вăтамран 26650 тенкĕ, учительсем _ 21190 тенкĕ, ача сачĕсен воспитателĕсем 19250 тенкĕ илеççĕ. Сывлăх сыхлавĕн сферинче 2013 çулта, 2010 çулхипе танлаштарсан, вилекенсен хисепне чакарма пултарнă. Юн çаврăнăшĕн чирĕсемпе (100 пин çын пуçне, 716-ран 552 тĕслĕхе çитнĕ), шыçăсене (163,8-тан 146,4) тата туберкулеза (11,2-рен 6,4) пула пурнăçран уйрăласси, кăкăр ачисем вилесси (5,4-ран 4,8 таран) сахалланнă. Чăваш Енре вилеслĕх вăтам кăтартăвĕ Раççейринчен пĕчĕкрех. Çул-йĕр инкекĕсене пула çут тĕнчерен уйрăлакансем йышлăрах пулни кăна пăшăрхантарать. Республикăра çулталăк вĕçленнĕ тĕле промышленность тата ял хуçалăх производствин индексĕ ỹсессе шантараççĕ. Инфляци те 7 процентран ỹсме кирлĕ мар тесе палăртаççĕ. 2010 çултан пуçласа Чăваш Енри çынсен пурнăç тăршшĕ икĕ çул ỹснĕ, маларах палăртнă тăрăх çулталăк вĕçне вăл 70,7 çулпа танлашма пултарĕ. Социаллă политика лару-тăрăвĕ аван пулнине кура республика çыннисем ыранхи куна шанса пурăнаççĕ. Çавăнпах пулĕ виçĕ, тăватă тата пилĕк ачаллă çемьесем 11 процент чухлĕ нумайланнă. 2011-2013 çулсенче пурĕ 23 ача садне хута янă, кăçал тепĕр 14 ача садне туса пĕтерсе ĕçе кĕртме палăртнă. Пĕтĕмпе 2011-2015 çулсенче Чăваш Енре 49 ача садне хута яма, шкул çулне çитмен ачасем валли 20 пин ытла çĕнĕ вырăн йĕркелеме пăхса хунă. Çапла майпа республикăра ача сачĕсенчи черетсене пĕтерес ыйтăва татса парасшăн. Чăваш Ен этнос йышĕпе Раççей Федерацийĕнче пиллĕкмĕш вырăнта тăрать. Раççейĕн субъекчĕсенче, çав шутра Крым Республикинче тата СНГ çĕр-шывĕсенче, чăвашсен 93 наципе культура автономийĕ шутланать. 2012 çулхи июль уйăхĕнче РФ Президенчĕ "Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявласси çинчен" указа алă пуснă. Çак сумлă юбилейсене хатĕрленес тата ирттерес енĕпе тĕп мероприятисен планне те çирĕплетнĕ. Чăваш Енре тĕрлĕ инфратытăма аталантарма, культура, физкультурăпа спорт тата ытти сфера объекчĕсен сăн-сăпатне илемлетме, хăш-пĕрине реконструкцилеме палăртса хунă. ЧР ПА пресс-служби

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика