АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Преступленисен пĕтĕмĕшле хисепĕ чакрĕ"

28 июля 2014 г.

Районти полици уйрăмĕ кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче районта пурăнакансене тĕрлĕ преступленисенчен хỹтĕлес енĕпе чылай ĕç турĕ, ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама тăрăшрĕ. Преступленисен пĕтĕмĕшле хисепĕ пирки. Регистрациленĕ мĕн пур преступлени хисепне, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 26,7 процент таран (28 преступлени) пĕчĕклетме май килчĕ. Пĕлтĕр ултă уйăхра 105 преступлени тунă-тăк, кăçал _ 77. Ытларах вĕлерессипе хăратни (23-рен 6 таран), асаплантарни (9-тан 1 таран) чакнă. Граждансем полици уйрăмне тĕрлĕ ыйтупа пырасси те сахалланнă. Акă иртнĕ çул çак кăтарту 1384-па танлашнă пулсан, кăçал _ 1296. Питĕ йывăр преступленисем вара кăçалхи çур çулта ытларах (2013ç. _ 1, 2014ç. _ 4) пулни пăшăрхантарать. Çын сывлăхне вăтам тата йывăр сиен кỹнĕ тĕслĕхсем те ку çулта нумайрах. Çавăн пекех урамра тата ытти обществăлла вырăнсенче çаратасси (Ç2), улталасси (Ç3), наркотикла хатĕрсемпе усă курма ỹкĕтлесси (Ç1, иртнĕ çулта пулман) ỹснĕ. Профилактика мерисене пурнăçлани маларах айăпланнă çынсем преступлени тăвассине чакарма май пачĕ, ку хисеп 47-рен 33 çити пĕчĕкленчĕ. Йĕркене ỹсĕрле пăсни те 53-рен 31-не çити сахалланни савăнтарать. Преступленисене уçса парасси. Обществăлла йĕркене тата хăрушсăрлăхне пăснă 375 тĕслĕхе (пĕлтĕр _ 557) тупса палăртрăмăр, антиалкоголь саккунне пăхăнманшăн 232 (2013 ç. _ 338) административлă протокол çырма тиврĕ, хĕç-пăшал çаврăнăшĕн сферинче _ 9. Право йĕркине пăсакансене тупса палăртасси чакни çине район территорийĕнче патрульпе пост служби çукки те витĕм кỹчĕ. Çавăнпа та пĕрлĕхлĕ дислокаци планне тепĕр хут пăхса тухса тĕрĕслетме, эрнере пĕр хутчен те пулин шăмат кунсерен ППС нарядне тăратма сĕнетĕп. Парăмçăсемпе ĕçлесси. Калас пулать, профилактика ĕçне йĕркеленĕ чухне административлă право йĕркине пăснăшăн явап тытасси çухалманни пирки общество ăнланулăхне çирĕплетесси пĕлтерĕшлĕ факторсенчен пĕри пулса тăрать, ку енпе те тĕрлĕ ĕç пурнăçларăмăр. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта парăмсене шыраса илессине ỹстерес тĕллевпе "Парăмçă" операци ирттертĕмĕр. 83 пин тенкĕлĕх административлă штраф хунă пулсан, 73 пин те 500 тенкине шыраса илнĕ. Обществăлла йĕркене сыхласси. Кăçалхи пĕрремĕш çур çул массăллă мероприятисемпе пуян пулчĕ. Полици сотрудникĕсем мĕн пур мероприяти вăхăтĕнче обществăлла йĕркене сыхлассипе тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе ĕçлерĕç. Кунсăр пуçне çынсем нумай пухăнакан вырăнсем те тимлĕхсĕр юлмарĕç. Хăрушлăх кăларса тăратакан объектсене, пăшал хуçисене, кăнтăр регионĕсенчен килнĕ çынсене те куçран вĕçертмерĕмĕр. Терроризмла тата экстремистла фактсене тупса палăртман. Граждансен пурнăçĕпе сывлăхне хỹтĕлесси, обществăлла йĕркене сыхласси, хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, район çыннисем полици сотрудникĕсене шанассине çирĕплетесси малашне те пирĕн умри тĕп тĕллевсенчен пĕрисем пулĕç.

А.МИХОПАРКИН, районти полици уйрăмĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика