АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Украинăри кăткăс лару-тăрăва пула

28 июля 2014 г.

Республикăна июлĕн 22-мĕшĕ тĕлне Украинăран 345 гражданин килнĕ, вăл шутран ĕçлеме пултаракан 226 çын, шкул çулне çитмен 43 ача, шкулта вĕренекен 52 çамрăк. Пĕтĕмĕшле хисепрен 260-шĕ миграци службине вăхăтлăх пурăнмалли вырăн ыйтса çырнă. Республикăна килсе çитнисем хăйсем тĕллĕнех тăванĕсем, юлташĕсем патне вырнаçаççĕ. Çавăн пекех вăхăтлăх пурăнмалли икĕ пунктра ("Контур" тата "Чувашия-курорт" санатори" уçă акционерлă обществăсенче) пурăнаççĕ. Вĕсемпе медицина тĕрĕслевĕ ирттермешкĕн тухтăрсен бригади ĕçлет. Унсăр пуçне республикăра ĕçлеме кăмăл тăвакансем валли вакансисен ятарлă банкне йĕркеленĕ. Банк кашни эрнере çĕнелет. Хальхи вăхăтра унта рабочисемпе служащисен 1503 пушă вакансийĕ пурри паллă. Вăл шутра 651 вакансийĕ пурăнмаллипе пĕрле. Сентябрĕн 1-мĕшĕ çывхарнă май, вĕренỹ учрежденийĕсене Украинăран килнĕ 22 гражданин ыйтупа тухнă: 6 çын _ шкул çулне çитменни, 14-ăн _ шкула каякансем, 2-ĕн _ професси пĕлĕвĕ илесшĕннисем. 20 ачана вĕренỹ учрежденийĕсене йышăннă ĕнтĕ. Икĕ ачана июлĕн 25-мĕшĕ хыççăн професси учрежденине илĕç. А.ДМИТРИЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика