28 июля 2014 г.
Нумаях пулмасть районта "Раççей пенсионерĕсен пĕрлешĕвĕ" ТЯО-н регионти уйрăмĕн Правленийĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Ларăва "Раççей пенсионерĕсен пĕрлешĕвĕ" ТЯО-н регионти уйрăмĕн Правленийĕн председателĕ Валерий Сапожников, Раççей Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн ертỹçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Валерий Николаев, район пуçлăхĕ Александр Степанов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров хутшăннă. Çавăн пекех ларăва Чăваш Енри пур хулапа районтан власть органĕсен представителĕсем, Пенси фончĕн вырăнти управленийĕсен начальникĕсем, "Раççей пенсионерĕсен пĕрлешĕвĕн" районсенчи уйрăмĕсен ертỹçисем килсе çитнине палăртмалла. Анлă ларăва Валерий Сапожников уçнă. Унтан салам сăмахĕпе Александр Степанов тухса калаçнă, хăнасене илемлĕ те пултаруллă çынсемпе пуян Чутай çĕрĕ çинче кĕтсе илме хавас пулнине пĕлтернĕ, ларăва хутшăнакансене тухăçлă ĕçпе ăнăçу суннă. Район аталанăвĕпе Александр Башкиров тĕплĕн паллаштарнă. Александр Викторович аслă ăру çыннисем çамрăксемшĕн хỹтĕлев, тĕрев тата наставниксем пулнине палăртса хăварнă, вĕсене районта пысăк тимлĕх уйăрнине çирĕплетнĕ. Унтан район пурнăçĕнче активлăх кăтартакан аслă ăру çыннисене наградăсемпе чысланă. Райадминистрацин хисеп хучĕсене Евдокия Сергеева, Зинаида Элеменкина, Валентин Харитонов, Тамара Катейкина, Василий Романов, Галина Матюшкина тата Алексей Никитин тивĕçнĕ. Савăнăçлă чыслав хыççăн Валерий Николаев Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн граждансен пенси тивĕçтерĕвне лайăхлатас задачисемпе тĕллевĕсем çинче чарăнса тăнă. "Раççей пенсионерĕсен пĕрлешĕвĕн" районти уйрăмĕн ĕçĕ-хĕлĕпе вара унăн ертỹçи Юрий Егоров паллаштарнă. Ун хыççăн ытти районсенчи ĕçтешĕсем те сăмах илнĕ. Социаллă ĕçтешлĕх ыйтăвĕсене сỹтсе явнă хыççăн "Раççей пенсионерĕсен пĕрлешĕвĕн" членĕсем пĕр саслăн пулса йăлана кĕнĕ "Аслă ăрăва чыс та мухтав!" уйăхлăха ирттерессине ырланă. Вăл сентябрĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса октябрĕн 15-мĕшĕччен пымалла. Çавăн пекех вĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне ыйтупа тухмалли çырăва йышăннă. Асăннă çырура аслă ăру çыннисене пур енлĕн пулăшма тăрăшнăшăн Михаил Васильевича тав тунă тата ĕç ветеранĕн ятне илме ĕç стажне пĕчĕклетес майсене пăхса тухма сĕннĕ. Ларăва Валерий Сапожников чыславпа вĕçленĕ. Вăл "Раççей пенсионерĕсен пĕрлешĕвĕн" районти уйрăмĕн активлă членĕсене _ Елизавета Грузинована, Галина Тимакована, Валентин Федорова тата Юрий Егорова _ Тав çырăвĕсем парса чысланă. Унсăр пуçне хисеп хучĕсене район пуçлăхĕ Александр Степанов тата Пенси фончĕн вырăнти уйрăмĕн начальникĕ Алина Ежеева тивĕçнĕ. Александр Башкирова вара тирпей-илем валли питĕ кирлĕ япала _ çава _ парнеленĕ. Ларăва хутшăннисем валли культура программине те пăхса хунă. Чи малтанах вĕсем Атнар ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, унтан ватă çынсен вăхăтлăх пурăнмалли Атнарти уйрăмне çитсе курнă. Юлашкинчен "Çын тата çут çанталăк" халăх музейĕнче тата Хĕрлĕ Чутайри Турă Хĕресне Çĕкленĕ храмра пулнă. Н.ПЕТРОВА.