АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни картина - хăйне уйрăм тĕнче

28 июля 2014 г.

Кашни картина - хăйне уйрăм тĕнче

Картинăсене сăнанă май Анатолий Артюшкин çут çанталăка ỹкерме кăмăллани сисĕнет. Пултарулăх ĕç-хĕлне пуçăннăранпа, 13 çул хушшинче, унăн живопись произведенийĕсен хисепĕ 100-тен те иртнĕ. Тỹпе те, кỹлĕ те, йывăç-курăк та _ пĕтĕмпех чăн пек. Картинăсенче çулталăкăн тĕрлĕ вăхăчĕсене сăнарланă. Тăван районти илемлĕ вырăнсем _ ял, улăх-çаран, вăрмансем, юхан шыв тата ытти те _ художника тĕлĕнмелле хитре картинăсем çырма хавхалантарнă. Çутă сăрăсем, илемлĕ сăнсем чуна тыткăнлаççĕ. Ĕмĕрлĕх паллиллĕ курăмсем чун-чĕрене çавăрса илеççĕ. Сăрăпа ăста усă курса таврари хитрелĕхе пир çине куçарнă çак илеме курсан тем чухлĕ сăнасан та киленĕç чиккине тупаймастăн пек туйăнать. Ĕçчен çын валли ĕç тупăнать тени тĕрĕсех. Анатолий Артюшкин художник кăна мар, унăн ылтăн аллисем йывăçран тем те пĕр евĕрлеме те пĕлеççĕ. Çемçе е хытă йышши йывăçсенчен вăл кил таврашĕнче усă курмалли е кил-çурта илем кỹмелли хатĕр-хĕтĕр, сĕтел-пукан ăсталать. Вăрман çывăхĕнче пурăнакансен йывăçран тем те пĕр касса ăсталас ĕç авалтанах пынă çав. Ĕлĕк кил-тĕрĕшĕнче усă курмалли савăт-сапана тата ыттине пĕтĕмпех килте тунă-çке. Хальхи саманара эпир вĕсемпе пачах усă курмастпăр темелле. Анчах йывăçран каскаласа кил-çурт валли хитре япаласем ăсталасси йăларан тухман-ха. Çапла, Анатолий аллинче киçтĕк те, пăра, ăйă, ыра, кăра, çĕçĕ йышши ĕç хатĕрĕсем те питĕ ăста вылянаççĕ. Вĕсемпе усă курса ал ăсти йывăç çинче тĕрлĕ эрешсем касса кăларать. Кашни ĕçне чунне парса пурнăçлать вăл. Курав уçăлнă чухне вăл йывăçран япала каскаласа кăларас енĕпе мастер-класс кăтартнă. Кураври ĕçсемпе хĕвеллĕ Италинчи "Про Локо Самугео" фольклорпа ташă ансамблĕ пĕрремĕш паллашнă. Хăнасем ĕçчен çын аллинче ĕç вĕресе тăнине хăйсен куçĕпе курса ĕненнĕ. А.ЗАМУТКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика