АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕррисем асамат кĕперĕн тĕсĕсемпе ялкăшаççĕ

28 июля 2014 г.

Тĕррисем асамат кĕперĕн тĕсĕсемпе ялкăшаççĕ

Кỹпешре пурăнакан Зоя Перепелкина районти чи паллă алă ăсти. Ăна хăйĕн ал ĕçĕсемпе районта иртекен чылай уявра курма пулать. Кăçалхи Акатуйра та Зоя Петровнан тата унăн хĕрĕн Ленăн тĕрлесе илемлетнĕ чăваш саппунĕсемпе кĕписене, хăва хуллинчен çыхнă карçинккисене уява пухăннă çынсем курса савăнчĕç. Унта вăл 8 карçинкка илсе тухнăччĕ. 9-мĕшне çыхас енĕпе курав вăхăтĕнчех Зоя Перепелкина мастер-класс кăтартрĕ. Зоя Петровна _ ырă чунлă хĕрарăм, ăшшăн пăхать, çепĕç калаçать. Ачалăхĕ темле йывăр иртнĕ пулсан та унăн кăмăлĕ уçă, сăн-пичĕ çутă юлнă. Ăна амăшĕпе асламăшĕ пăхса çитĕнтернĕ. Хĕр пĕрчи пĕчĕклех çут çанталăк илемне асăрхама, иккĕмĕш класра чухнех тĕрлеме вĕреннĕ. Хитре чечексене шурă пир е ал шăллисем çине куçарма хăнăхнă. Хĕллехи вăрăм каçсене алла йĕппе çип тытса ирттернĕ. Тĕрĕ вăрттăнлăхĕсене ачине уçса параканни амăшĕ пулнă. Зоя Петровна ытларах чечексем тĕрлеме кăмăллать. Чечек вăл _ пурнăç илемĕ. "Тĕрленĕ чечексем кирек хăш вăхăтра та çеçкере, асамат кĕперĕн тĕсĕсемпе ялкăшса кăмăла çĕклеççĕ", _ тет вăл. Ăстаçă тĕрĕсене хăех шухăшласа кăларать. Питĕркасси шкулĕнчен вĕренсе тухсан унăн малалла вĕренме май килмен. Зоя ялти юлташĕсемпе вăрман бригадинче тăрăшнă, шăпăр çыхнă, çатан карта тытнă тата ытти ĕçсене хутшăннă. Каярахпа Питĕркасси каччипе çемье çавăрнă. Пăрчăкан пек çивĕч кин колхозра ĕçлеме те, хĕрлĕчутайсен туй тумĕсене çĕлеме те, хитре тĕрĕпе илемлетме те ĕлкĕрнĕ. 30 çул каялла мăшăрĕпе лартнă кил-çуртĕнче те тĕрĕллĕ япаласем хăтлăх кỹреççĕ. Çак юратнă ал ĕçне Зоя Петровна халĕ те пăрахмасть. Вăл янтланă чăваш хĕрарăмĕн кĕпе-саппунне тата сурпанне районти чылай арăм типтерлĕ упрать, вĕсене чăваш туйне, уявсене тумланса тухать. 14 çул каялла пултаруллă хĕрарăм хăй тĕллĕнех карçинккасем çыхма вĕреннĕ. Унтанпа вăл хăва хуллинчен вун-вун тĕрлĕ калăпăшлă карçинкка çыхнă, пĕр çулхине 96 карçинкка ăсталама хал çитернĕ. Ал ĕçĕсене пурнăçланă хушăрах 65-ри вăр-вар хĕрарăм килти ĕçсене те вăхăтра тума ĕлкĕрет, обществăлла ĕçсенчен те юлмасть. А.ЗАМУТКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика