28 июля 2014 г.
Иккĕленместĕп, кашни килтех пыл пур. Унпа чей ĕçме те кăмăллă, шăнса пăсăлсан е ытти чиртен те кирлĕ вăл. Ахальтен пылак çак çимĕç пирки "пур амакран та сиплекен эмел" тесе каламан пулĕ. Анчах та çакă ученăйсене иккĕлентерме тытăннă. Пылти сиенлĕ япаласем Сăлтавсăр мар, юлашки тĕпчевсем хамăр çĕр-шыври пылăн 30 процентĕнче çын сывлăхĕшĕн сиенлĕ япаласем пуррине çирĕплетнĕ. Сăмах май, кунта экологи тĕлĕшĕнчен таса регион шутланакан Алтай крайĕ пуринчен ытла "палăрнă", Мускав облаçĕ те "юласшăн мар". Россельхознадзорăн лаборатори ĕçченĕсем пылра нитрофурансен канцерогенлă метаболичĕсене тупса палăртнă. Нитрофурансемпе вара вируссемпе кĕрешме усă кураççĕ. Ял хуçалăх кайăк-кĕшĕкне тата выльăх-чĕрлĕхне хăвăртрах ỹсме те параççĕ вĕсене. Нитрофурансен метаболичĕсем организмăн шыв-тăвар балансне пăсаççĕ, ферментсен ĕçне чакараççĕ, чĕре ĕçне хавшатаççĕ е чĕре чирне яраççĕ, плазмăри белоксен шайне чакараççĕ, анемипе чирлеттереççĕ. Пĕр колонири вĕлле хурчĕсем 200 тăваткал километрлă лапамра нектар пухма пултараççĕ. Вĕсем уй-хирти кăна мар, ял хуçалăх культурисене те шăркалантарççĕ. Юлашкийĕсене вара химикатсем сапни паллă. Çапла пыла çỹлерех асăннă япаласем лекеççĕ те. Тĕрĕссипе, химикатсем вĕлле хурчĕсене вĕлерме те пултараççĕ. Тĕслĕхрен, инсектицидсен çĕнĕ тĕсĕ _ неоникотиноидсем _ ỹсен-тăраншăн сиенлĕ мар, анчах та хурт-кăпшанкăшăн вăл _ чăн наркăмăш. "Шăпах çавăнпа-тăр пыл хурчĕсем йышлăн пĕтеççĕ юлашки вăхăтра," _ палăртаççĕ ăсчахсем. "Чăнах та, Чăваш Енре усăллă хурт-кăпшанкă пĕтсе пыни пестицидсемпе тата фунгицидсемпе анлă усă курнипе те çыхăннă. Кунсăр пуçне варроатоз чирĕ сарăлнине пула пыл хурчĕсем шар кураççĕ", _ каласа кăтартать çамрăк тĕпчевçĕ Игорь Мандебейкин. Чирсем пирки сăмах пуçарнă май çакна асăнса хăвармалла. Республикăра Европа гнилецĕ текен амакпа вĕлле хурчĕсем аптранине шута илнĕччĕ иртнĕ çулсенче. Ку чире вăраха тăсăлнă ăмăр çанталăк вăй илме пулăшать. Йăва сивĕнсе кайни, апат çитменни тата ытти сăлтав пыл хурчĕн çемйине хавшатать. Пыл хурчĕсен личинкисен тĕсĕ улшăнма тытăнни _ сисчĕвленмелли сăлтав. Чирлĕ личинкăсем иккĕмĕш куннех сарă тĕсленсе тата çемçешкеленсе каяççĕ. Çамрăк пыл хурчĕсем чире саракансем шутланаççĕ. Вĕсем ячейкăсенчи вилнĕ личинкăсенчен хăтăлнă чухне микробсем "çаклатаççĕ" те вĕсене йăвипех салатаççĕ. Кунта пыл хурчĕсене ĕрчетекен ветеринарипе санитари правилисене пăхăнманни те чире сарăлма витĕм кỹме пултарать. Чăваш пылĕ мĕнле-ши? 2012 çулта 0,27 тонна çимĕçе сиенсĕрлетме тивни пирки пĕлме пулать Чăваш Республикин Патшалăх ветслужбин кăтартăвĕсем тăрăх. Эппин, унăн пахалăхĕ тивĕçтермен специалистсене. Телее, кун пекки час-часах тĕл пулмасть. Пыл хурчĕсем ĕрчетекенсен тата вĕсен кỹршисен хуйхисем Пыл темине хускатнă май, управление килнĕ çăхавсем те аса килеççĕ. Акă Вăрнар районĕнчи пĕр çын кỹрши вĕллисене пỹртрен инçех мар вырнаçтарнипе кăмăлсăрланнăччĕ. Кăнтăрла пахчара ĕçлеме май çук тесе çырать, сăхса тарăхтараççĕ иккен. Вĕллесен шучĕ çулсерен нумайланса пынинче ним лайăххине те курмасть автор. Вĕсене пурăнмалли тĕлте вырнаçтарассин нормативĕсене пăхăнтарттарасшăн вăл. Патшалăх аслă инспекторĕ В.Матвеев вырăнта пулнă май, чăнах та, утар территорине çỹллĕ карта тытса уйăрманнине, вăл пурăнмалли çĕртен инçех мар вырнаçнине хăй курса ĕненнĕ. "Пыл хурчĕсем ĕрчетесси, пыл хурчĕсене тата шăркалантаракан тискер хурт-кăпшанкăна хỹтĕлесси" саккунра уйрăм çын утарĕнче пыл хурчĕсен шучĕ мĕн чухлĕ пулмаллине палăртман, çавăнпа йыш хушăнни пирки сăмаха малалла тăсма сăлтав та çук. 5-мĕш статйинче вара çынсене тата чĕр чунсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе вĕллесене юнашар çĕр лаптăкĕнчен 10 метртан кая мар вырнаçтарма е 2 метртан пĕчĕк мар карта, хỹме, е симĕс (йывăç-тĕм е ытти курăк) çатан тытмашкăн сĕннĕ. Сĕнỹ вара хушу мар. "Пыл хурчĕсен чирĕсене, наркăмăшланассине асăрхаттарассин тата тĕп сăтăрçисене тĕп тăвассин мероприятийĕсен инструкцийĕн" 1.7 пункчĕпе килĕшỹллĕн кашни утарăн ветеринари-санитари паспорчĕ пулмалла. Унта утарăн санитари лару-тăрăвĕ пирки çырсах тăраççĕ. Кунашкал документ çукки РФ КоАП-ĕн 10.6 статйин 1-мĕш пайĕпе айăплама май парать. Районти чĕр чунсен чирĕсемпе кĕрешекен станцире вара хурт-хăмăр ăсти ерекен чирсене тĕрĕслеттерме пробăсем илсе килменнине çирĕплетнĕ. "Ветеринари çинчен" саккун тăрăх вара чĕр чунсен сывлăхĕшĕн хуçи яваплă. Сăмах май, çак саккунрах хуçисен чĕр чунĕсем чирлесрен кирлĕ мероприятисем ирттермелле тесе çырнă. Вĕсене пурăнмашкăн тата чĕр чун продукцине тирпейлемешкĕн, упрамашкăн тата сутмашкăн вырăн хатĕрленĕ чухне зоогигиена тата ветеринарипе санитари правилисене пăхăнмалла. Пыл хурчĕсене ĕрчетекенĕн шăпах ветеринарипе санитари паспорчĕ пулман. Çакăншăн вара ăна административлă майпа явап тыттарма тивнĕ. Улатăр районĕн хурт-хăмăр ăстисене вара пыл хурчĕсен йышĕ чакса пыни пăшăрхантарать. Пĕр вăхăт аванах пурăннă-ха унта. Хуçасăр çĕрсем çинче вĕсене кирлĕ илепер курăкĕ, сар çип ути, матрỹшке, клеверăн 5 сорчĕ таранах тата ытти ешернĕ-ха та. Анчах пĕр общество çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме пикеннĕ те çыру авторĕсен канăçĕ çухалнă. Пыл хурчĕсем пĕтме пуçланă. Çакăншăн айăплисене явап тыттарма ыйтнă. Кама тата мĕншĕн айăпламалла? Управлени ĕçченĕсен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене тĕрĕслеме ирĕк пур. Çырура кăтартнă тĕслĕхре вара пушă лаптăка пусă çаврăнăшне кĕртсе пынине куратпăр. Ку вара _ Çĕр саккунĕсене, çавăн пекех республикăн пушă выртакан çĕрсемпе кĕрешессипе çыхăннă тĕллеве пурнăçлани. Улатăр çыннисем пек пыл хурчĕсен йышне сыхласа хăварма тата Мандебейкин ăсчах пек пахалăхшăн тăрăшакан утарçăсем пур чухне чăваш пылĕ хăй хакне çухатмĕ-ха. Çитĕнекен ăру та ăна сиплĕхĕшĕн, нимпе танлаштарма çук тутишĕн юраттăр. Надежда ВАСИЛЬЕВА, Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕ.