30 июля 2014 г.
Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх район экономикине аталантарассине пысăк тỹпе хывни сисĕнмеллех палăрать. Район бюджетне вĕсенчен çур çулта 1,796 миллион тенкĕ (101,87 процент) кĕнĕ. Кăçалхи ултă уйăх хушшинче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем 24,1 миллион тенкĕлĕх (103,46 процент) ĕç пурнăçланă е пулăшу панă. Пĕтĕмпе районта 43 пĕчĕк предприяти, 16 хресченпе фермер хуçалăхĕ, 221 уйрăм предприниматель шутланать. Унта ĕçлекенсен хисепĕ 790 çынпа танлашать, вĕсенчен 535-шĕ предприятисенче вăй хурать. Ку сферăра тăрăшакансен уйăхри вăтам ĕç укçи _ 9529 тенкĕ, иртнĕ çулхипе танлаштарсан 152 процент ỹснĕ. А.ДМИТРИЕВА.