АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шураçсем те Штанашра вĕреннĕ

30 июля 2014 г.

Шураçсем те Штанашра вĕреннĕ

Шураç, Штанаш ялĕсем çыхăнура тăнине ачаранах астăватăп. 1947-1951-мĕш çулсенче Элĕк районĕнче икĕ вăтам шкул çеç пулнă: пĕри _ Элĕкре, тепри _ Вырăс Сурăмĕнче. Çавăнпах шураçсем Штанашри вăтам шкула çул хывнă, пирĕн ялтан сакăр çухрăмра вырнаçнă вăл. Сăмахран, 1950-мĕш çулта Мăн Вылăри çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă Елизавета Алексеева, Геннадий Леонтьев тата Полина Прокопьева Штанашри вăтам шкула саккăрмĕш класа вĕренме кайрĕç. Виççĕшĕ те вăтам шкул хыççăн аслă пĕлỹ илчĕç: Елизавета _ ученăй зоотехник, биологи учителĕ, Геннадий _ инженер-металлург, Полина _ ученăй агроном, биологи учителĕ. Сăмахăма малалла Елизавета Лемм (Алексеева) çинчен тăсас килет. Ялта ăна нимĕç Емеленĕн мăнукĕ тетчĕç. Чăнах та, унăн маçаккăшĕ пĕр вăхăт, Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пынă чухне, нимĕçсем патĕнче тыткăнра пулнă. Пĕр пуян патĕнче тарçăра пулнăскер яла таврăнсан нимĕçле калаçкаланă. Унăн ачисене ятпа калас пулсан ял-йышра нимĕç Элекçийĕ, нимĕç Колькки, нимĕç Пăлакийĕ, нимĕç Лизи тетчĕç. Елизавета Шураçри пуçламăш шкулта вĕреннĕ хыççăн Мăн Вылăри çичĕ çул вĕренмелли шкулта, виçĕ çул хушши Штанашри вăтам шкулта пĕлỹ илчĕ. 1954 çулта алла аттестат илнĕ хыççăн пĕр çул Элĕк районĕнчи "Шверник" колхозри бригадăпа пĕрле уй-хир ĕçĕсене хутшăнчĕ. Тепĕр çулхине Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне вĕренме кĕчĕ. 1960 çулта дипломлă специалист пулса тăчĕ. Пилĕк çул хушши Çĕмĕрле районĕнчи Ленин ячĕпе хисепленекен колхозра аслă зоотехникра тăрăшрĕ, 1965 çулта Хутарти вăтам шкулта биологи тата ял хуçалăх никĕсĕсем предмета вĕрентрĕ. 1967 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче куçăмсăр майпа вĕренсе биологи учителĕн дипломне илчĕ. Шкулта ĕçленĕ хушăрах хăйĕн пулас мăшăрĕпе тĕл пулса çемье чăмăртарĕç. Мăшăрĕ _ Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕччĕ. 1969-мĕш çулта Çĕрпỹри 1-мĕш вăтам шкулта пĕр çул биологипе вĕрентнĕ хыççăн Красноармейски районĕнчи Тракри 1-мĕш вăтам шкулта 30 çул хушши вăй хунă Елизавета Алексеевна. Вăл шутран вунă çул _ директорăн вĕренỹ енĕпе ĕçлекен çумĕнче, 20 çул шкул ертỹçинче вăй хунă. Нумай çул вĕрентỹ сферинче тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн пултаруллă та хастар вĕрентекен патшалăхăн сумлă наградисене _ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав ордена (1981 çул), "Чăваш АССР-ĕн тава тивĕçлĕ учителĕ" (1991 çул) хисеплĕ ята тата "За освоение целинных земель", "Ĕç ветеранĕ" медальсене _ тивĕçнĕ. 1988 çулта эпĕ Красноармейскинчи вăл ĕçлекен шкула çитсе курнăччĕ, вĕсен ĕç меслечĕсемпе тĕплĕ паллашнăччĕ. Елизаветăн Шураçри тăванĕсем пирки çакна калама пулать: пиччĕшĕ Николай Алексеевич (халĕ ялти чи ватă арçын шутланать, 88 çулта) строительсен бригадирĕ, колхозра парторгра тăрăшнă, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орден кавалерĕ; шăллĕ _ Валерий Алексеевич (72 çулта) ученăй-зоотехник, чылай вăхăт ăратлă выльăх ĕрчетес енĕпе ĕçлерĕ. Вĕсем çуралнă Шураçри кил пушă ларать, çуллахи вăхăтра кăна шăллĕ кунта килсе пĕр хушă пурăнать. Елизавета Алексеевна Лемм вара çулленех Троица уявĕнче яла çитме васкать. В.ЕГОРОВ, Элĕк районĕ, Шураç ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика