04 августа 2014 г.
Нумаях пулмасть Мускавра Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнине кашни хăйне май хак парать, пĕтĕмлетỹсем тăвать. Мĕншĕн тесен ку _ пĕлтерĕшлĕ пулăм: унта республикăри социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвне тишкернĕ, малашнехи ĕçсене сỹтсе явнă. Çак тĕл пулу пирки пирĕн район ертỹçисем мĕн шухăшлаççĕ-ши?
Александр Степанов, район пуçлăхĕ:
- Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулни республикăшăн та, районшăн та лайăх пулăм тесе шутлатăп. Куçа-куçăн калаçса пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сỹтсе явни лару-тăрупа çывăхрах паллашма май парать. Эпир, республикăра пурăнакансем, çак тĕл пулу "çимĕç" парасса шанатпăр. Пĕтĕмĕшле илсен, республикăра паян курăмлă ĕçсем пулса иртеççĕ: çурт-йĕр хăпартас, ачасене ача сачĕсене вырнаçтарас, ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарас тата ытти енĕпе те. Хамăр енчен, района илсен, социаллă пурнăçпа экономикăна аталантарас тесе нумай ĕç туса ирттеретпĕр. Кунта ĕнтĕ федераллă тата регионти, районти программăсемпе (сакăр программа ĕçлет) килĕшỹллĕн пулса иртекен ĕçсене кĕртмелле. Чи малтанах тăлăх ачасене тата ашшĕ-амăш хỹттисĕр юлнисене çурт-йĕрпе тивĕçтересси туллин пурнăçланнине палăртмалла. Нумаях пулмасть ултă тăлăх ачана çĕнĕ хваттер уççисене патăмăр. Çитес вăхăтра тата тепĕр çурт хута каймалла. Çулталăк пĕтиччен тата 31 ачана хваттерпе тивĕçтерме палăртатпăр. Çавăн пекех ял тăрăхĕсенче пурăнакан 6 çемьене кил-çурт условийĕсене лайăхлатма свидетельствăсем патăмăр, çитес кунсенче социаллă тỹлеве тата 4 çемье тивĕçĕ. "Çамрăк çемье" федераллă программăпа килĕшỹллĕн 3 çемьене свидетельство парса чысларăмăр.
Александр Башкиров, район администрацийĕн пуçлăхĕ:
- РФ Президенчĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ тĕл пулнине эпĕ ырлатăп кăна. Республика аталанăвĕ çинчен, хушусем, федераллă программăсем регионта мĕнле пурнăçланни çинчен Президент пĕлме тивĕçлĕ. Паянхи кун республикăра йĕркеленнĕ лару-тăрупа кăмăллă. Районта та туса ирттернĕ ĕçсене нумай асăнма пулать. Сăмахран, Чăваш Ен Правительстви пулăшнипе районти тĕп больницăна тĕпрен юсама май килчĕ. Унта паян кĕрсе-тухма, сипленме те кăмăллă. Çавăн пекех 2020 çулччен ял территорийĕсене çирĕп аталантармалли федераллă программăпа килĕшỹллĕн çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма (сутăн илме е çĕнĕ çурт тума) социаллă тỹлевсем паратпăр, тăлăхсене хăтлă кил-çуртпа тивĕçтеретпĕр. Унсăр пуçне вĕренỹ тата культура сферинчи модернизаци программисене пула шкулсене, культура çурчĕсене юсасси, çĕнĕ оборудованипе, техникăпа тивĕçтересси пулса пырать. Шкул çулне çитменнисене ача сачĕсене вырнаçтарас ыйтăва татса парас тесе хушма ушкăнсем уçрăмăр. Коммуналлă хуçалăх тĕлĕшĕнчи çитменлĕхсене пĕтерес енĕпе "Исток" ТЯО ĕçлет. Çул-йĕр ыйтăвне те татса паратпăр, ял тăрăхĕсенче подряд организацийĕсем юсав ĕçĕсене пурнăçлани палăрать. Культурăна аталантарас, йăла-йĕркене упрас ыйтăва та тимлĕх уйăратпăр. Хĕрлĕ Чутайăн пултаруллă çыннисем, çамрăк спортсменĕсем Раççей шайĕнчи мероприятисене, спорт ăмăртăвĕсене тăтăшах хутшăнаççĕ. Акă, нумаях пулмасть Хĕрлĕ Чутайăн пултаруллă артисчĕсем Владимир облаçĕнче иртнĕ поэзипе юрă фестивальне çитсе килчĕç. Юлашкинчен палăртмалла, туса ирттернĕ ĕçсем çинче чарăнса тăрас марччĕ, малашлăхра та çирĕппĕн утасчĕ. А.ОРИНОВА.