04 августа 2014 г.
Июлĕн 29-мĕшĕнче "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти пуçарнă "Халăх тĕрĕслевĕ" проектпа килĕшỹллĕн асăннă партин вырăнсенчи уйрăмсен ĕç тăвакан комитечĕсен ертỹçисем Тăвай, Красноармейски, Елчĕк тата Вăрмар районĕсенче пурăнакансемпе _ сĕт тирпейлеме паракансемпе, сĕте сутăн илекенсемпе тĕл пулнă. Тĕллев _ республикăри халăхăн сĕт сутăн илессин рынокĕнчи конкуренцие аталантармалли мерăсене мĕнле пурнăçланине, сĕт пухакансен тỹрĕ кăмăллăхне тĕрĕслесси, потребительсен сĕт пухакан кооперативĕсен тухăçлă ĕçне йĕркелеме пулăшасси. Тăвай районĕнчи Çăлпуç ялĕнче 10 çын хăйĕн хуçалăхĕнче суса илекен сĕте потребительсен обществин лавккине 11 тенкĕпе парать. Ял çыннисем çак хака пысăклатма ыйтаççĕ. Çакна кăçал ку тăрăхра çумăрсем пулманнипе, çавна пула выльăх апачĕ хатĕрлесси чăрмавлипе те сăлтавлаççĕ. Çынсене пĕлтĕрхи пек сĕтĕн кашни литрĕшĕн субсиди памалли программа тĕслĕхĕпе патшалăх кăçал та ĕне тытакансене пулăшасси интереслентерет. Елчĕк районĕнче сĕт пухас енĕпе предпринимательсем хушшинче конкуренци пуррине кура сĕтĕн чи пысăк хакĕ Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи Яманчỹрел тата Шăмалак ялĕсенче _ литршăн 13 тенкĕ. Темиçе ялтан пĕр хуçалăх сĕте 12,5 тенкĕпе пухать. Çапах та пĕтĕмĕшле илсен Елчĕк районĕнчи халăх сĕте 11 тенкĕпе сутать. Вăрмар районĕнчи Тикаш ял тăрăхĕнче те Канашри сĕт заводне тирпейлеме яракан сĕтĕн кашни литрĕшĕн 11 тенкĕ тỹлеççĕ. Иртнĕ уйăхра хак пĕр тенкĕ пысăкрах пулнă. Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнче те сĕт пухакансем пĕр литршăн 11 тенкĕ параççĕ. Çĕмĕрле тата Канаш районĕсенчен килекен хăнасем вара Яманак ялĕнче сĕте 10 тенкĕпех туянаççĕ. "Шăпах çуллахи кунсенче, ĕнесем сĕт лайăх панă вăхăтра, унăн хакĕ хăпарма тивĕç. Ку ыйтăва çỹллĕ шайра татса тухмалла. Унсăрăн ĕнесен шучĕ тăруках чакасси патне çитетпĕр", _ ỹпкелешнĕ ĕне усракансем. Тĕл пулу йĕркелекенсем халăх сĕнĕвне ял хуçалăхне патшалăх енчен пулăшмалли мерăсем йышăнмашкăн парти тата власть тытăмĕсене çитерме шантарнă. Чăн та, патшалăхăн хальхи условисенче уйрăм сектора тĕрев памалла, мĕншĕн тесен вăл экологи енчен паха сĕтпе тивĕçтерет. Паян ку продукцие пирĕн районта та халăхран 11 тенкĕпе пуçтараççĕ. Ку ыйтупа пирĕн редакцине те çынсем пĕрре мар шăнкăравланă. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ăнлантарнă тăрăх, саккунпа килĕшỹллĕн патшалăх хаксене çирĕплетеймест. Сĕте тирпейлекен предприятисем чĕр тавара вăтамран халĕ 14 тенкĕ те 50 пуспа йышăнаççĕ. Халăхран пуçтаракансем тата йỹнĕрехпе илеççĕ. Сăлтавсенчен пĕри сĕт пахалăхĕ начартарах пулнине палăртаççĕ. Сĕт хакĕпе çыхăннă ыйтăва республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уйрăммăн сăнать. Районсенче ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă май ку ыйтăва ăна тăтăшах параççĕ. Юлашки хутĕнче, Правительствăн АПК ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕнче вăл сĕт пуçтаракансен тỹрĕ кăмăлсăр ĕçне япăх хак панăччĕ. "Паян республикăри сĕте сутăн илмелли хаксем аван йĕркеленнĕ. Сĕте халăхран пухмалли хак 13 тенкĕрен кая мар пулмалла", _ тенĕ Михаил Игнатьев. Вăл "Халăх тĕрĕслевĕ" парти проекчĕн членĕсене çак енĕпе ĕçе вăйлатма сĕннĕ. Унсăр пуçне вĕсене тата Правительство членĕсене халăхран сĕт туянас рынокри конкуренци аталанăвĕнче йĕрке тума хушнă. Июль уйăхĕнче Раççей Президенчĕ те РФ Ял хуçалăх министерствине сĕт отрасльне нумай çулсене аталантармалли программăна пурнăçлас енĕпе сĕнỹсем хатĕрлеме тата чĕрĕ сĕте туянмалли хакăн вăтам чиккине палăртас ыйтăва тишкерме хушнă. А.ЗАМУТКИНА.