АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăлари ботулизм

04 августа 2014 г.

Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн Çĕмĕрлери территори уйрăмĕ халăха кулленхи пурнăçра апат-çимĕç ботулизмĕн "В" типĕ тĕл пулнине пĕлтерет. Асăннă чире Чăваш Республикинче, Пăрачкав районĕнче, июль уйăхĕнче тупса палăртнă. Пĕр çын инкек тỹснĕ. Санитарипе эпидемиологи тĕрĕслевĕсем сиенлĕ апат-çимĕç продуктне тупса палăртман. Ботулизмăн 3 тĕсне палăртаççĕ: апат-çимĕç (апат-çимĕç токсикозĕ), ачалла тата суранла. Апат-çимĕç ботулизмĕ _ йывăр чир. Вăл çын организмне апат-çимĕç продукчĕсемпе пĕрле ботулин токсинĕ лекнипе аталанать. Ăна ботулизмăн анаэроблă бактерийĕсем туса кăлараççĕ. Вĕсем кислород çук çĕрте (консервланă продуктсенче, аш-какай тата пулă продукчĕсенче) ĕрчеççĕ. Асăннă бактерисем çут çанталăкра спорăллă тата вегетативлă формăсенче тĕл пулаççĕ. Вегетативлă формăри бактерисем чăтăмлă мар, вĕсем 80 градус шăрăхра 30 минут кăна пурăнаяççĕ, вĕрет-нĕ чухне _ пилĕк минут. Ботулизм спорисем тăпрара, тислĕкре, кỹлĕ, юхан шыв, ăшă тинĕс юшкăнĕсенче, выльăх-чĕрлĕх экстременчĕсенче пурăнаççĕ. Çапла майпа спорăсем апат-çимĕç продукчĕсене лекеççĕ те. Апат-çимĕçсенче, анаэроблă условисенче, спорăсем вегетативлă формăна куçаççĕ, 30-37 градус ăшăра хăйсене аван туяççĕ. Çынсем ытларах чухне (90 процент) килти условисенче хатĕрленĕ консервсемпе апатланнă хыççăн асапланаççĕ. Вĕсенче токсин пухăнса тăрать, апат-çимĕç шăрши улшăнать. Ăна пĕтерес тесен апат-çимĕçе 10 минут хушши вĕретмелле. Анчах пĕçернĕ, ăшаланă продуктсем организмшăн сиенлĕ мар. Токсинсем йỹçĕ, тăварлă, пылак условисенче аталанмаççĕ. Ботулизм ăнсăртран пулать, 2-3 сехетрен пуçласа 2-3 куна тăсăлма пултарать. Унăн паллисем _ организм вăйсăрланни, пуç çаврăнни тата ыратни, хăсăк килни, хырăм хăпарса кайни. Унтан хăйне евĕрлĕ паллăсем тухаççĕ: куç çивĕчлĕхĕ çухални, çăвар типни, тытăнчăклăн калаçни, сасă тухманни, ỹт температури хăпарни, сывлама йывăр пулни, сывлăш çитменни, пит, сывлав, чăмлав тĕртĕмĕсем хытни тата ытти те. Сиплев курсĕ витĕр тухмасан, 4-8 кунран, çын вилсе кайма пултарать. Суранла ботулизм суран урлă пулать. Кун пек чухне токсинсем юна лекеççĕ. Ачасен ботулизмĕ 9 уйăх тултарман пепкесен пулма пултарать. Кун пек чухне асăннă токсин пыршăлăхра аталанать. Паллăсем: вар хытни, пуçа йăтайманни, макăрни, сывлама йывăр пулни. Çак формăн çăл куçĕ _ пыл. Эппин, 9 уйăхчен ачасене пыл пач та çитерме юрамасть. Ботулизмпа чирлес мар тесен мĕн тумалла? 1. Чĕрĕ продуктсене ăшă шывпа лайăх çумалла, тасатмалла. 2. Продуктсене сивĕ çĕрте упрамалла. 3. Пăсăлнă консервсене пĕтермелле. 4. Килти условисенче аш-какай, пулă, кăмпа консервисене тумалла мар. Хатĕрлесен те çиес умĕн 15 минут хушши вĕретмелле е ăшаламалла. 5. Пахча çимĕçсене консервланă чух кислота (3,8 процент) тата тăвар (7-8 процент) хушмалла. 6. Улма-çырлана сахăр хушса консервламалла. Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн Çĕмĕрлери территори уйрăмĕ. Ял хуçалăх продукцийĕнче _ сиенлĕ япаласем Чĕр чунсен организмĕнче, вĕсенчен хатĕрленĕ продукцире тата выльăх апатĕнче усă курма юраман, сиенлĕ япаласен юлашкийĕсем пуррине палăртас тĕллевпе çулсерен Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем мониторинг ирттереççĕ. Кунта çимелли продукцирен анализсем илсе тĕпчевсем тата сăнавсем ирттерни пирки сăмах пырать. Хамăр çĕр-шывра кăларни те, чикĕ леш енчен килекенни те тĕрĕслев витĕр тухать. Аш-какай, пулă, сĕт-турăх, çăмарта, апат хутăшĕсен пробисене лабораторире ятарласа тĕпчеттереççĕ. Чикĕри ветеринари тĕрĕслевĕн пай пуçлăхĕ Надежда Емельянова каласа панă тăрăх, федераци шайĕнче йĕркеленĕ мониторинг валли кăçал Чăваш Республикинче выльăх ашĕнчен, сысна, çавăн пекех кайăк-кĕшĕк какайĕсенчен, çăмартаран, сĕт таврашĕнчен, пулăран проба илмелле, пĕтĕмпе _ 420. Пĕрремĕш çур çулта 236 проба пухнă. Çав шутран 21-нче сиенлĕ япаласем пулнă. Сăмахран, чĕрĕ сĕтрен 45 проба илнĕ, 5-ĕшĕнче соматика клеткисем (соматические клетки) виçерен пысăкки палăрнă, пĕринче тетрациклин ушкăнĕнчи антибиотиксем пулнă. Вăрнар, Пăрачкав, Елчĕк, Комсомольски районĕсенчи пробăсем "сывă" пулман. Соматика клеткисен калăпăшĕ ĕне сывлăхĕпе тỹреммĕнех çыхăннă. Тĕрĕссипе, асăннă япаласем сывă выльăхăн та пур. Пăруланă хыççăн пĕрремĕш кунсенче те çак клеткăсем чылай. Чир-чĕр пуçлансан вĕсен шучĕ палăрмаллах ỹсме тытăнать. Сĕтре çак клеткăсен йышĕ виçерен пысăк пулни мастит чирĕ аталанма пуçланине пĕлтерме пултарать. Кунашкал сĕте ĕçсен аллерги вăй илме пултарать тата вăл наркăмăшланнин сăлтавĕ пулса тăраять. Ку чĕр тавартан лайăх сыр е тăпăрчă пуласси пирки калаçмалла та мар. Тетрациклин ушкăнне кĕртнĕ антибиотиксем тупнă-тăк _ выльăха антибиотиксемпе (хлортетрациклинпа, окситетрациклинпа) сиплени паллă. Ĕне организмĕнчен эмелсем тухса пĕтиччен унăн сĕтне ыттисемпе хутăштармалла мар. Ашран 68 проба илнĕ. 13 пробăра сиенлĕ микробсем (кишечные палочки, мезофильные аэробные и факультативные анаэробные микроорганизмы) тупса палăртнă (Шупашкар, Çĕрпỹỹ, Муркаш, Вăрнар, Елчĕк, Патăрьел, Етĕрне, Канаш районĕсенче). Вĕсем вар-хырăм ĕçне пăсма е наркăмăшлантарма пултараççĕ. Пыршăлăхăн тăрăхла бактерийĕсем (кишечные палочки) 60 градус вĕрире 15 минутран вилеççĕ. Чăннипе, вĕсен ытларах тĕсĕ сиенсĕр. Анчах хăшĕ-пĕрисем (эндотоксинсем) хăрушă токсинсем кăлараççĕ. Шăпах çаксем наркăмăшлантарма пултараççĕ. Кунашкал какай уйрăмах пĕчĕк ачасемшĕн, ватăсемшĕн тата хавшак сывлăхлă çынсемшĕн хăрушă. Ветеринарипе санитари требованийĕсемпе килĕшсе тăман продукци кăларнă предприятисем тĕлĕшпе тĕрĕслевсем йĕркелĕç. Продукцин пахалăхĕ мĕншĕн япăх пулнине уçăмлатас тесе 3 уйăх таранах лаборатори тĕпчевĕсем пулĕç, 10 партирен анализ илĕç. Çынсене лайăх пахалăхлă тата хăрушсăр продукципе тивĕçтересси ял хуçалăх предприятийĕсен пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри пулмалла. Çакăнта асăннă мониторинг пулăшуçă вырăнĕнче тесен те юрать. Пробăсем илнишĕн тата лабораторире тĕпченĕшĕн укçа илмеççĕ. Сиенлĕ япаласем тупсан кăна тепĕр анализсене хăйсен нухрачĕпе тĕпчеттермелле.

Надежда ВАСИЛЬЕВА, управлени ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика