АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăрăх çанталăк уйрăмах хăрушă

04 августа 2014 г.

Июлĕн 30-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче 25 пушар тухнă. Иртнĕ çул çак тапхăрта 20 пушар пулнă. Кăçал вут-çулăмра тăватă çын пурнăçĕ татăлнă. Пушарсене пула тăкаксен калăпăшĕ 1 792 пин тенкĕпе танлашнă. Инкек тухнин сăлтавĕсене тишкерес пулсан, ытларахăшĕ _ вутпа асăрханусăр пулнинче, электрооборудованисемпе, кăмакасемпе тĕрĕс усă курманнинче. Çавăнпа çуллахи вăхăтра хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленмелле: кăмакасене юсамалла, кивĕ электропралуксене çĕннипе ылмаштармалла, электросчетчиксенче заводра туса кăларнă предохранительсем вырнаçтармалла. Çавăн пекех аса илтеретĕп, республикăра май уйăхĕнченех пушар тухасран сыхланмалли уйрăм йĕрке вăйра тăрать. Шăрăх çанталăк тăнă май пушар тухасран сыхланмалла. Кашни килте пушар сỹнтермелли малтанхи хатĕрсем (200 литрлă шыв пички, сỹнтеркĕч) пулмалла. Çак тапхăрта çỹп-çапа çунтарма, вучах чĕртме юрамасть.

С.СОРОКИН, районти пушар асăрхав пайĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика