06 августа 2014 г.
Украинăран килекенсем çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче хỹтлĕх шыраççĕ, çав шутра Чăваш Енре те. Хальлĕхе республикăна 542 çын тарса килнĕ, вĕсенчен 342-шĕ ĕçлеме пултаракан граждансем, шкул çулне çитмен 65 ача тата шкулта вĕренекен 80 çамрăк. Районта та Украинăран тарса килнисем пур: 15 гражданин, вĕсенчен 4-шĕ ача. Паянхи кун вĕсем тăванĕсем патĕнче пурăнаççĕ. Иртнĕ эрнере РФ Правительстви тарса килекенсене çĕр-шыв регионĕсене вырнаçтарас пирки йышăну тунă. Квотăпа килĕшỹллĕн пирĕн республикăна çитес кунсенче тата 390 çын килмелле. Чăваш Ен кунне 45 çын йышăнмалла. Чукун çулпа е ятарлă бортпа çитнисене вăхăтлăх пурăнмалли пунктсене вырнаçтараççĕ. Августăн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан органĕн представителĕ Галина Николаева Шупашкар хулине Луганск тата Донецк облаçĕсенчен тарса килнĕ çынсемпе тĕл пулнă, вĕсен вăхăтлăх пурăнмалли пункчĕсене çитсе курнă. Галина Николаева хăнасен те республикăри аслă вĕренỹ заведенийĕсенче професси пĕлĕвĕ илме май пуррине пĕлтернĕ, унăн йĕркипе паллаштарнă. Вăхăтлăх пурăнма ирĕк илмелли йĕркепе çыхăннă ыйтусене РФ Федераллă миграци службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертỹçи Виталий Черничкин хуравланă, медицинăпа социаллă пулăшусем пирки ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Галина Германова каласа панă. Вăр&¸ăран тарса килекенсен йышĕ пĕрмай ỹснĕрен тăкаксен пĕр пайне саплаштарма йышăннă. Вăхăтлăх пунктсенче пурăнакан кашни çынна кунне 800 тенкĕ укçа уйăрса параççĕ. Украинăран килекенсем тăван килĕсене пăрахса çула нимсĕрех тухса килеççĕ. Чылайăшĕн сумкисенче кирлĕ документсем çеç. Çавăнпа вĕсене пур енлĕ пулăшма тивет. Ырă çынсем, обществăлла организацисем нушаллă çынсене апат-çимĕçпе, тумтирпе, укçа-тенкĕпе, кил-çуртпа тивĕçтерессине йĕркеленĕ ĕнтĕ. С.МИХАЙЛОВА.