06 августа 2014 г.
"Хĕрарăма çăтмаха кĕртес пулсан та вăл ĕнине пĕрле илсе кайĕ", _ тенĕ халăхра. Чăнах та, ял çыннишĕн çак выльăх тăрантаракан та, пулăшуçă та, çăлавçă та. Сĕт ĕçсен çын сывă, тутă пулать. Тĕрĕсрех каласан, пулмалла. Анчах та унпа сăйланнă хыççăн вар-хырăм пăсăлнă тĕслĕхсемсĕр пулмасть. Кунта чирлĕ ĕнен сĕчĕ япăх витĕм кỹме пултарнине хирĕçлемеççĕ специалистсем. Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ _ республикăра лейкоз чирĕнчен хăтăлса пĕтеймен. Пирĕн регион иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчен пуçласа ку чиртен таса мар _ ăнăçсăр шутланать. Чăннипе, Раççейĕпех çак амакпа аптăранă выльăх тĕл пулать. Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн инспекторĕсем çулсерен çак чирĕн "вучахĕсене" тупса палăртаççĕ. Сăмах май, аграри предприятийĕсенче кăна мар, уйрăм çын хуçалăхĕнче те ĕне аптăрани çиеле тухать. Акă, патшалăх инспекторĕ Владимир Матвеев каласа панă тăрăх, Пăрачкав районĕнчи Напольное салинче кăçал кăна хальлĕхе _ 3, Улатăр районĕнчи Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче 2 çын тĕлĕшпе йышăну хатĕрленĕ. Вĕсен картишĕнче чирлĕ ĕне куç тĕлне пулнă. РФ Минсельхозпрод-ăн 1999 çулхи 359-мĕш хушăвĕпе килĕшỹллĕн вара чирлĕ ĕнене пусма памалла. Çакăн çинчен вĕсене районти ветеринари службинчен пĕлтернĕ. Анчах та ял çыннисен ĕнисемпе сыв пуллашма хал çитеймен ĕнтĕ. Ку вара чире сарăлма пулăшать кăна. Çавăнпа та асăрхаттарусене шута илменнишĕн административлă явап тыттармасăр май килмен. Асăннă районсемсĕр пуçне Шăмăршă, Вăрмар, Патăрьел, Комсомольски районĕсенче ку амак тĕлĕшпе лару-тăру çивĕч. Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпỹỹ, Çĕмĕрле районĕсенче те çак муртан хăтăлса пĕтеймен-ха. Ăна "тымарĕнчен кăкласа кăларас" тесе тăрăшни сая кайман темелле. Элĕк, Канаш, Куславкка, Красноармейски, Муркаш районĕсенче инфекциллĕ ĕнесем текех пулман, Сĕнтĕрвăрри, Тăвай, Шупашкар, Çĕрпỹỹ, Йĕпреç районĕсенче те чирлĕ ĕнесен шучĕ йышлă мар. Ветеринари специалисчĕсем шутланă тăрăх, республикăра чир сарăлни хуçалăхсенче лейкозпа кĕрешмелли правилăсене пăхăнманнипе çыхăннă. Сăмахран, чирлĕ ĕнесене ыттисемпех тытаççĕ. Хăш-пĕр çĕрте производство ветеринари служби çук, чĕрĕ сĕте пастеризацилемелли тата утилизацилемелли ятарлă оборудовани вырнаçтарман. Лимфа тĕввисем пысăкланни чир аталаннин пĕрремĕш паллисем. Ĕне çиллинчи мăкăльсене алăпа сунă чухне кашниех туйса илĕ. Ятарлă тĕпчев иккĕленĕве уçăмлатма пулăшĕ. Чирлĕ выльăх ашĕнче тата сĕтĕнче çыншăн сиенлĕ япаласем пур. Усал шыçăсем тупсан какайне утилизацилеççĕ. Инфекциллĕ ĕнен сĕтне лайăх вĕретмесĕр е пастеризацилемесĕр ĕçме юрамасть, ашне _ вăрах вăхăт тата тĕплĕн пĕçермесĕр. Специалистсем аса илтереççĕ: инфекциллĕ ĕнесен сĕтне сутма юрамасть; чирлĕ выльăха ниçта илсе каймасăрах кил хушшинчех е хуçалăхрах пусмалла.
Надежда ВАСИЛЬЕВА, управлени ĕçченĕ.