11 августа 2014 г.
Нумаях пулмасть районти прокуратура Мăн Этмен ял тăрăхĕнче Ĕçлев саккунĕ ыйтнине епле пурнăçланине тĕрĕслерĕ. Прокуратурăна Ĕçлев саккунне пăсни пирки А.В.Картмасова пĕлтернĕ. Вăл ăна Мăн Этменти Культура çурчĕн директорĕн должноçĕнчен хăтарнă чух шалу паманнине тата ĕçрен вăхăт çитмесĕрех кăларнăшăн компенсаци тỹлеменнине çирĕплетнĕ. Тĕрĕслев çакна кăтартса пачĕ: Мăн Этмен ял тăрăхĕн пуçлăхĕн кăçалхи июлĕн 7-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе ял тăрăхĕн администрацийĕпе А.В.Картмасова хушшинчи ĕç килĕшĕвне РФ Ĕçлев кодексĕн 278 статйин 2 пункчĕпе килĕшỹллĕн пăрахăçланă, кун пирки çав кунах ĕç кĕнекинче те çырса хунă. Ĕçрен хăтарнă вăхăта А.В.Картмасована июнь уйăхĕшĕн шалу паман, çавăн пекех 2014 çулта усă курман отпускшăн компенсаци тỹлемен, 2012 çулхи декабрĕн 10-мĕшĕнчи ĕç килĕшĕвне вăхăт çитмесĕрех пăрахăçланăшăн та компенсаципе тивĕçтермен. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Т.В.Артемьева вăхăтра тата тулли ĕç укçипе тивĕçтермесĕр А.В.Картмасован ĕç прависене пăсать. Çавна май тĕрĕслев материалĕсем тăрăх ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тĕлĕшпе административлă производство пуçартăмăр, ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвне вара айăплине дисциплина яваплăхне тыттарма представлени тăратрăмăр.
С.ДАНИЛОВ, район прокурорĕн тивĕçне пурнăçлаканĕ.