11 августа 2014 г.
Районти полици уйрăмĕ юлашки вăхăтра халăхра суя укçа çỹренине черетлĕ хут асăрхаттарать. Уйрăмах 5000 тенкĕлĕх купюра анлă сарăлнă. Ултавçăсем çĕнĕ меслетсемпе усă курса банкоматсене суя купюрăсемпе "тăрантарма" вĕренсе çитнĕ. Суя укçасене питĕ тĕплĕ янтланă, çавăнпа вĕсене чăн купюрăсенчен уйăрма йывăр. Енчен те лавккара е банкра сирĕн купюрăсем хушшинче суя укçа пуррине пĕлтерсен хăраса ỹкме кирлĕ мар. Вĕсенчен никам та страхланман. Тĕп банкăн 318-П номерлĕ Положенийĕн 16-мĕш сыпăкĕпе килĕшỹллĕн суя купюрăсене банк учрежденийĕсем тупса палăртма тата тỹлесе татма тивĕç. Сирĕн банка çитсе купюрăна кăтартмалла çеç. Енчен те банкри специалист унпа тỹлеме пултарайманнине çирĕплетсен купюра çинче "Суя" е "Улăштарма йышăнман" тесе паллă лартать. Çавăн пекех вăл банк ятне, кунне, хăйĕн даннăйĕсене (хушаматне, ятне, ашшĕ ятне) кăтартать, алă пусса çирĕплетет. Унсăр пуçне банк ĕçченĕ купюрăна илни пирки протокол çырать, унта унăн номиналне, серине, номерне кăтартать. Асăннă протокола клиента (укçа илсе килекеннине) даннăйсен тĕрĕслĕхне танлаштарма панă хыççăн тин суя купюрăна илет. Енчен те банкра купюрăна шанма çук тесе йышăнсан кассир 0402159 формăпа справка тултарма, унта укçа даннăйĕсене кăтартма тивĕç. Справкăна асăннă купюра хуçине параççĕ. Суя купюрăна вара банк илсе юлать, унтан ăна тĕрĕслеве ярать. Тĕрĕслеве пилĕк ĕç кунĕ хушшинче туса ирттермелле. Вăл купюра чăн пулнине çирĕплетсен ăна хуçине тавăрса параççĕ, суя-тăк _ компенсацисĕрех тĕп тăваççĕ. Тĕп сĕнỹ: енчен те сирĕн енчĕкре суя укçа тупăнсан унран тĕллевлĕ "хăтăлма" ан васкăр _ преступление хутшăннă çын шутланатăр, 15 çул таран ирĕксĕр тăрса юлма пултаратăр. Астăвăр, суя купюрăсемпе ытларах пасарсенче, пĕчĕк суту-илỹ палаткисенче тата урамри укçа улăштармалли пунктсенче тĕл пулма пулать. Тимлĕхе ан çухатăр, асăрхануллă пулăр!
В.САВЕЛЬЕВ, районти полици уйрăмĕн тĕпчев пайĕн начальникĕ.