11 августа 2014 г.
Çак кунсенче ман пата Анат Чутайра пурăнакан Николай Валерьевич Уливанкин кĕрсе тухрĕ. Эпĕ ăна 40 çула яхăн пĕлетĕп. Вăл Тутарстанри Альшеевка хулинче физкультура техникумĕнче вĕренсе тухнă хыççăн Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта физкультура учителĕнче, районти шалти ĕçсен пайĕнче нумай çул ĕçлерĕ. Спорта чăннипех те юратать _ сĕтел çи теннис вăййинче темиçе хутчен район чемпионĕн хисеплĕ ятне çĕнсе илнĕ. 64 çулта пулин те халĕ те велосипед çинчен анма пĕлмест. "Утсăр урапа" çине утланса ларать те Сăр хĕрринчи вăрмана çитсе килет, Хĕрлĕ Чутăйăн Çĕнĕ центрне хăпарса анать... _ Сывлăх енчен аптрамастăп-ха, _ тет вăл. _ Спортпа интересленни вăй-хала çирĕплетме пулăшать. Ĕмĕр тăршшĕпех чупатăп-сикетĕп, çавăнпах ĕнтĕ ỹт те хушмастăп. 60 çултан иртрĕм пулин те йывăрăш çамрăк чухнехи шайрах. Çапла, иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Коля Уливанкин футболла ăста вылятчĕ. Районăн пĕрлештернĕ командинче тапăнса вылякансенчен пĕриччĕ вăл. Хирĕç вылякансен хапхине мечĕк хыççăн мечĕк тапса кĕртетчĕ. _ Çакăнпа паллаштарам-ха сана, _ терĕ Николай Валерьевич, аллинчи сумкинчен сăн ỹкерчĕк кăларса. Ăна 1980 çулта, Мускавра çуллахи Олимп вăййисем пынă вăхăтра, ỹкернĕччĕ. Пирĕн районти "Пучах" команда ялти спортсменсем хушшинче футболла выляссипе республика чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ хыççăн тунăскер. Акă, ỹкерчĕкпе паллашатпăр. Эпĕ пĕлнĕ, палланă, курса калаçнă футболистсем чылай иккен кунта. Хыçалти ретре, сулахайра, манăн ун чухнехи кỹршĕ К.Грузинов тăрать. Çав çулсенче районта ирĕклĕ "Урожай" спорт обществин председателĕччĕ. Вăл йĕркеленипе, ертсе пынипе нумай спорт мероприятийĕсем иртетчĕç. Ун çумĕнче _ И.Михеевпа Н.Иванов. Николай Александрович халĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Хăй Мăн Этменти вăтам шкулта ĕçленĕ çулсенче нумай-нумай çамрăка спортпа туслашма пулăшрĕ. Юнашарта _ Ю.Мурлаев, В.Ярадаев, Ю.Васильев, В.Ермолаев, В.Ванюшкин, О.Тихонов, Г.Иванов, В.Охтеркин, И.Михеев. Кукленсе ларнисем _ И.Тихонов, Ю.Шалтайкин, Н.Немешкин, В.Селенин, В.Воробьев, Н.Уливанкин тата В.Ефимов. Василий Петрович райĕçтăвкомăн физкультурăпа спорт комитечĕн председателĕнче тăрăшрĕ. Ĕçе пĕлекен, çамрăксене пĕр чăмăра пĕрлештерме пултаракан ертỹçĕ. Малти ретре _ А.Михеевпа Н.Михеев. _ Эпир 1972 çулта пуçласа республика чемпионĕсем пулса тăтăмăр, _ сăмахне тăсрĕ Николай Валерьевич. _ Пурĕ вара "Пучах" команда 8 хутчен футболла выляссипе Чăваш Республикинче çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçрĕ. Çав вăхăтрах 3 хутчен Кубок çĕнсе илтĕмĕр. 1973 çулта вара Атăл тăрăхĕнчи зонăри иртнĕ ялти футболистсен ăмăртăвне хутшăнтăмăр. Çакă пăшăрхантарать _ сăн ỹкерчĕкри 21 çынран 8-шĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕç. Çухату чуна пусăрăнтарать... Чĕрĕ-сыввисене çирĕп сывлăх, вăй-хал сунас килет. Вĕсем пурте çамрăк вăхăтра ăмăртусенче район чысне тивĕçлипе хỹтĕленĕ. Малашлăх вара паянхи çамрăксенче!
Г.АНИСИМОВ.
/p