11 августа 2014 г.
Ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене пурнăçра çăмăл пултăр тесе пултарнă таран тăрăшать. Вĕсен çуначĕ айĕнче ỹсекен ача хăй мĕн тери телейлĕ пулнине, тен, чухламасть те. Шел те, пурне те пỹрмен çак ăраскал. Тăлăх ачан çемйи _ ача çурчĕ е интернат. Кунта ăна мĕн кирли пурте пур, анчах çывăх çынсен юратăвĕпе кил ăшши çитмест. Нумаях пулмасть Пĕчĕк Этменти Аленăпа Владимир Богатеевсем иккĕмĕш ачана хăйсен çунатти айне илнĕ. Вăл Кирилл ятлă, халĕ ача садне çỹрет. Маларах çемьене килнĕ Слава вара кăçал пĕрремĕш класа кайма хатĕрленет. Сăмах май, Аленăпа Владимир иккĕшĕ те Мăн Этменти вăтам шкулта вăй хураççĕ: пĕри _ хуралçăра, тепри _ газ операторĕнче. Мăшăр виçĕ ачана пурнăç парнеленĕ: аслă хĕрĕ Светлана Шупашкарти медицина колледжĕнчен вĕренсе тухнă. Олеся кăçал шкул пĕтернĕ. Юлиана кĕçех пĕрремĕш хут парта хушшине ларĕ. Хĕр ачана пиччĕшĕпе шăллĕ пур чухне кичем пулмĕ. Вĕсем уншăн юлташ та, хỹтĕлекен те пулĕç. Палăртмалла, "2020 çулччен тата 2014-2017 çулсенче ял территорийĕсене çирĕп аталантарасси" Федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн июль уйăхĕнче Богатеевсем кил-çурт условийĕсене лайăхлатмашкăн социаллă тỹлеве тивĕçрĕç. Çав укçа-тенкĕпе вĕсем çурт туянма е çĕнĕрен хăпартма, пурăнмалли условисене лайăхлатма пултараççĕ. А.ЗАМУТКИНА.